08 сентября 2012 г.
АХАЛЬТЕН мар çĕр улмине иккĕмĕш çăкăрпа танлаштаратпăр – унсăр апат та апат мар. Çавăнпах пулĕ фермер (хресчен) хуçалăхĕсем, çĕр лаптăкĕсем ытла пысăках мар пулин те, çак культура валли те вырăн тупма тăрăшаççех. Кăçал эпĕ те "иккĕмĕш çăкăра" икĕ гектар лартса хăвартăм. Çу каçа тăрăшни, канăçа пĕлменни ахаль пулмарĕ.
Çĕр улмине кăларса пĕтертĕмĕр те ĕнтĕ. Çак ĕçе икĕ механизатора – Юрий Захаровпа Семен Ефимова явăçтартăмăр, вĕсем копалкăсемпе ĕçлерĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" суйланă çĕре хутшăнма шкул ачисем те кăмăл турĕç. Сеткăсене аслисем тиесе тăчĕç, вĕсене хамах тракторпа турттартăм. Тухăç та савăнтарать – кашни гектартан 200 центнертан кая мар çĕр улми пухса илтĕмĕр.
Пухса илнĕ тухăçăн пысăк пайне сутас кăмăл пур. Çав вăхăтрах çитес çул çинчен те шухăшлатпăр: "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне тăватă гектара çитересшĕн, çавна май вăрлăх çителĕклĕ хывса хăварасшăн, ăна упрама вырăн пур.