08 сентября 2012 г.
КĔР тыррисем, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, пирĕн тăрăхра кашни çулах начар мар тухăç параççĕ. Çакна шута илсе кăçал вĕсене районта виçĕ пин гектар ытла акса хăварма палăртнă. 460 гектарĕ ыраш пулать, ытти – кĕрхи тулă.
Хуçалăхсенче кĕр аки вăй илсех пырать. Ку тĕлĕшпе паянхи кун тĕлне "Исток", "Шанс" сахал яваплă обществăсем, "Мир" акционерсен хупă обществинче начар мар ĕçлеççĕ.
Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те çитес çулхи тухăç никĕсне кăçалах хывса хăварасшăн. Вĕсен кĕр тыррисене 750 гектартан кая мар акмалла. "А.И.Сатеев" тата "В.Н. Симурзин" фермер хуçалăхĕсенче ака агрегачĕсем гектар хыççăн гектар хыçа хăвараççĕ.
Паянхи кун тĕлне пур çĕрте те çĕр хатĕрлеççĕ.