08 сентября 2012 г.
ПАТĂРЬЕЛТЕ 240 вырăнлă "Юмах" ача сачĕ уçнă. Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Патăрьелте шкул çулне çитичченхи ачасем валли садик уçатпăр, – тенĕ вăл. – Унта пĕлÿ пухассишĕн малалла ăнтăлакансем, хăйсен умĕнчи тĕллеве пурнăçлассишĕн тăрăшакансем кăмăлласах çÿрессе шанса тăратăп. Патăрьелсене "Юмах" çуртне хута янă ятпа саламлатăп. Патшалăх политикине малашне те çынсен пурнăçне лайăхлатакан çулпа тытса пырăпăр. Иртнĕ çирĕм çулта республикăра пĕр садик та туман. Ÿлĕм ун пек пулмĕ. Кăçал вун иккĕмĕшне ĕçе кĕртетпĕр. Кунсăр пуçне 1990 çулсенче тĕрлĕ харпăрлăхпа тытăмсене панисене муниципалитетсене тавăратпăр, тĕпрен юсаса ачасем валли хатĕрлетпĕр. Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрремĕш хутĕнче çемье садикĕсем уçатпăр.
"Юмаха" пурнăçа кĕртме 122 млн тенкĕ тăкакланă. 95 процент – республика хыснинчен, 5 процент район уйăрнă.
Михаил Игнатьев, патшалăх тата муниципалитет органĕсен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ çурта кĕрсе курнă, пÿлĕмрен пÿлĕме çÿресе строительсен ĕçне хак панă. Медицина тĕрĕслевĕн, логопед, музыка, физкультура, хуçалăх, апатлану пÿлĕмĕсем, вĕр çĕнĕ сĕтел-пукан, вĕренÿ хатĕрĕсем, уçăлса çÿремелли лаптăксем ачасен тавракурăмне анлăлатма, ăс пухма, сывлăха çирĕплетме май парĕç. Пÿлĕмсенче çутă та хăтлă. Вĕсене евроюсав меслечĕпе тунă. Республика Пуçлăхĕ уява пушă алăпа килмен – садик ертÿçине Алена Горшковăна 200 пин тенкĕлĕх свидетельство панă.
Михаил Игнатьев Ленин урамĕнчи 30-мĕш çурт картишĕнче пухăннă çынсемпе те тĕл пулнă. Çĕнĕ хваттерсене куçакансене уçăсем панă. Хваттерсене Раççей Президенчĕн Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси çинчен кăларнă указпа килĕшÿллĕн уйăрнă.