Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕрлет пасар: суйла тавар

08 сентября 2012 г.

КАШНИ юн кунах Шăмăршă хулана аса илтерет: урамсем тулли – халăх, унта-кунта – тем тĕрлĕ машина. Вĕсене эрнере пĕрре пухаканĕ – пасар. Вăл вара ирех сĕрлеме тытăнать.

Пасар тени çапла: пĕри – сутать, тепри – туянать. Сутаканшăн – йÿнĕ пек, илекеншĕн – хаклăрах. Çавна пулах çынсем тавлашкаласа та илеççĕ.

Хальхинче аш сутакансем йышлах мар – сутăçсем сысна какайĕ сĕнеççĕ. Килограмĕ – 180 тенкĕ. Калаçсан, шăмăллăраххине йÿнĕрехпе те илме май пур. Сало – пĕр кили (васар виçи) – 150 тенкĕ, тĕтĕмлени – 250. Ĕне ашĕ çукчĕ те, уншăн иртнĕ пасарта вăтамран 250 тенкĕ таран ыйтнăччĕ терĕç.

Выльăх ăш-чикне юратакансем те çук мар. Вĕсене кăмăллакансем кило чĕрешĕн 130, пĕвершĕн 90 тенкĕ кăларса хума хирĕç мар. Чăх тукмакĕ тутанасшăн-и – 105 тенкĕ.

Пулă та тем тĕрли те пур. Сорчĕсене кура хакĕсем те тĕрлĕрен – 200 тенкĕрен ытларах та.

Сĕт-çу, çăмарта сутакансем кашни пасартах йышлă. Хальлĕхе сутăçсем хаксене пĕр шайрах тытса тăраççĕ: 1,5 литр сĕт – 30 тенкĕ, услам çу - 200, тăпăрчă – 100. Пĕр теçетке çăмарта хальхинче 40 тенкĕ тăратчĕ.

Сахăр, çăнăх хакĕсем юлашки вăхăтра улшăнманпа пĕрех: пĕрер михĕ песук – 1550, чи пысăк сортлă çăнăх 850, пĕрремĕш сортли 800 тенкĕ. Маларах пăрçа çăнăхĕ çукчĕ пулсан, халĕ ăна 20 килограмне 350 тенкĕпе сĕнеççĕ. Отруби (50 кг) – 300 тенкĕ, комбикорм (35 кг) – 350 тенкĕ.

Пыл сутакансем вара нумайăнах мар. Сахăр хакне кура, питех хаклă та тееймĕн – 3 литрлă банкăшăн пурĕ те пĕр пин тенкĕ çурă çеç ыйтаççĕ.

Пасар пахча çимĕçпе улма-çырларан та тулăх. Пан улми – 30-35 тенкĕпе тархасшăн. Слива - 45, виноград (хури те, симĕсси те) – 45-50 тенкĕ таран. Помидор – 25 тенкĕ, тутлă пăрăç – 20-25, арпус – 10, дыня – 25-30. Кам йÿçĕ пăрăç юратать – пĕри 5 тенкĕ. Купăстана килограмне 10 тенкĕпе сутаççĕ. Сухан – 10 тенкĕ, ыхра – 120-150 тенкĕ.

Хунавсем лартмалли вăхăт та çитнĕпе пĕрех. Сутлăхра вĕсем те пур, питомниксенчен илсе килнисем, тĕрлĕ сортлисем. Улмуççин, грушăн, сливăпа чиен пĕрер тĕпĕ 250-шар тенкĕ тăраççĕ пулсан, çырла тĕмĕсен хунавĕсем 200 тенкĕ. Виктори çырлин пĕр тĕпĕ – 2 тенкĕ.

Кăмпана каяс килмесен е вăхăт çук тăк – ку "ырлăх" та пасартах. Çынсем 10 литрлă савăтри ăвăс кăмпине 500, 12 литр витрери шурă кăмпана 750 тенкĕпе тавлашса тăмасăрах туянаççĕ.

Кĕтмел çырли те пиçсе çитнĕ. Сутлăхра вăл та пур: 5 литр савăтли – 500 тенкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика