Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çине тăрсан, ÿркенмесен...

08 сентября 2012 г.

КИВĔ ЧУКАЛТИ Партизанская урамĕнчи Михаилпа Вера Тридворновсем хăйсен кил хуçалăхĕнче çуллен йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Хальхи вăхăтра ĕçчен çемье картишĕнче – лаша, ĕнепе вăкăр, 4 сысна, йышлă чăх-чĕп. Маларах 2 ĕне те усранă пулнă, пĕрне сутнă.

Тридворновсем çуллен вăкăр е пушмак пăру, сысна çурисем сутса çемье бюджетне хушма укçа-тенкĕпе пуянлатаççĕ. Ытлашши сĕте куллен предприниматель йышăнать.

Выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, çими те нумай кирлĕ. Утă хатĕрлеме ывăлĕпе хĕрĕ, Алексейпе Мария, та пулăшаççĕ. Килти пахчара вара çемье тухăçлă çĕр улми, выльăх кăшманĕ çитĕнтерет.

Çине тăрсан, ÿркенмесен выльăх-чĕрлĕх усрасах самаях тупăштарса пыма пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика