08 сентября 2012 г.
СЕЛИМЕ: "Эпĕ кунта куççуль тăкнă чухлĕ çурхи çумăр та кăçал ял хирне ун чухлĕ тăкăнаймарĕ пуль", – тесе хурланнине, "... вăрласа кайнисенчен те ялта Селиме пĕрремĕш е иккĕмĕш хĕр мар. Юхан шыва каялла юхтараймăн. Селиме çĕрме пуян çуртра пулать, çавă мĕне тăрать;.." – Шерккейĕн чыссăрла шухăшлавне аса илеймесен те нумайăшĕ çак сăмахсене калакан сăнарсене пĕлетех. Вĕсемпе пĕрлех мула пула пуçне çухатнă Шерккейĕн мăшăрĕпе ачисене, тăванне Элентее, тарçă вырăнне ĕçлекен Тухтара, пуян Кантюка куç умне кăларатех.
Сăмахăма "Хура çăкăр" романра сăнланнăскерсенчен ахальтен мар пуçларăм. Ара, вĕсене авторĕ чăн пурнăçран илсе кăтартнă-çке. Хайлаври ĕç-пуç пулса иртнĕ тăрăха, çÿлерех асăннă тата "Тимĕр" романсен, "Ирена", "Тăватă кун", "Вăрçăпа çĕнтерÿ" повеçсен, ытти произведени авторĕ Илпек Микулайĕ çуралнă яла, çитсе куртăм.