Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасене Африка чуми чирĕнчен сыхламалла

08 сентября 2012 г.

Хир тата килти сыснасем классикăлла тата Африка чумипе чирлеççĕ. Классикăлла чумапа кĕрешмелли вакцинăсем пур, вĕсене патшалăх çителĕклĕ таран, тÿлевсĕр уйăрса парать. Çавна май профилактика прививкисене районти патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем кирлĕ пек туса, пурнăçласа пыраççĕ. Африка чумине хирĕçле вакцина хальлĕхе хатĕрлеймен, çавăнпа ун пирки ытларах чарăнса тăрасшăн.

Африка чумине вирус пуçарса ярать, вăл организмра хăвăрт аталанса, сарăлса ретикул тата эндотели системине сиенлет. Чи малтан ку чире Кăнтăр Африкăра сăнаса пĕлнĕ. Чир Итали, Испани, Португали çĕр-шывĕсенче сарăлса нумай сиен кÿнĕ. Çут çанталăкра Африка чумипе хир сыснисем ытларах чирлеççĕ, вĕсенчен килти сыснасем апат, шăна-пăван, çăхан, йытăсем урлă чирлеççĕ. Чирлĕ сыснасен каяшĕпе вараланнă ĕç хатĕрĕсем чире тата ытларах сарма пулăшаççĕ. Вирус организма лексе чир палли курăнма пуçлани – инкубаци тапхăрĕ – 2 – 5 кун. Чир питĕ хăвăрт е майĕпен сарăлма пултарать. Питĕ хăвăрт сарăлнă тапхăрта сыснасем кĕтмен-çĕртен чир паллисĕр вилеççĕ. Чир ерипен сарăлнă чухне ÿт температури 42,5 градус таран ÿсет, выльăх йывăр сывлать, сывлăш пÿлĕнет, ÿсĕрет, апат çимест, хăсать, ăна шалкăм çапать, юнлă варвитти пуçланать. Чирлĕ сыснасен хăлхисемпе сăмсисем кăвакараççĕ, выльăх вăйран кайса хăвăрт вилет. Африка чумипе хирĕçле мероприятисен хушшинче профилактика прививкисем çук, мĕншĕн тесен вакцина пулманнине маларах палăртрăмăр. Çак чир хăвăрт сарăлма пултарнине шута илсе унпа кĕрешмелли тĕп меслет вăл – чирлĕ сыснасене сыввисемпе хутшăнма паманни. Пĕр-пĕр фермăра Африка чуми сиксе тухрĕ пулсан, унта сыснасене пуçĕпех пĕтермелле, çунтарса сиенсĕрлетмелле, витесене тасатса дезинфекци тумалла. Çак ферма тепĕр çултан анчах сыснасем ĕрчетме юрăхлă шутланать. Ветеринарипе фитосанитари федерацин служби пĕлтернĕ тăрăх, Африка чумине Чечен Республикинче, Çурçĕр Осетинче, Ставрополь, Краснодар крайĕнче, Адыгея Республикинче, Ростов, Тверь, Ярославль облаçĕсенче тупса палăртнă.

Африка чумине Елчĕк районне, Чăваш Республикине кĕртес мар тесе çак ĕçсене туса ирттермелле:

– сысна фермисене хупă режимпа ĕçлессине малалла тăсмалла;

– уйрăм хуçалăхсенче, пĕчĕк фермăсенче сыснасене урама кăлармасăр çитĕнтермелле;

– витесен тасатса дезинфекцилемелле;

– мониторинг тĕрĕслевĕсем тума ветлабораторине патологи материалне ярсах тăмалла;

– столовăйсемпе ресторансенчи апат юлашкисене тепĕр хут пĕçернĕ хыççăн çеç сыснасене çитерме юрать;

– хир сыснисен ашне, ăш-чиккине ветлабораторире тĕрĕслемесĕр çиме, вĕсене пăрахма, киле илсе килме те юрамасть.

Ытти регионсенче тырă, комбикорм е утă илсе килме е илсе тухма пахалăх, ветеринари сертификачĕ илмелле.

Халь ялсенче килти сыснасене патшалăх ветеринари специалисчĕсем классикăлла чумаран профилактика прививкисем тăваççĕ. Çак прививка тунă сыснасем Африка чумипе çăмăлрах чирлеççĕ.

Хир тата килти сыснасен виллисене асăрхасанах ветеринари станцине пĕлтерме ыйтатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика