12 сентября 2012 г.
ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ отраслĕ сĕт уйрăмах нумай чухне (июнь-август) чĕр тавар хăй хаклăхĕ хăпарса кайнипе çулсерен пысăк тăкак тÿсет. 2012 çулхи çу кунĕсенче ял хуçалăх туянакан сĕт хакĕ 20,6 процент чакса кайнă, халăхран илекенни – 42,4. Сĕт тупăш кÿменни, тăкаксене саплаштарайманни организацисемпе хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышне чакарать. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинче сĕт туса илсе сутакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансемпе агропромышленность комлексĕнчи организацисене, вĕсен организаци-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвне парасси пирки указ кăларнă. Документ тăрăх ял хуçалăх таварне туса илекенсене сĕт сутнăшăн чĕр тавар хакĕ чакса кайнă тапхăрта тăкака саплаштарма патшалăх пулăшăвне параççĕ.
ЧР ял хуçалăх специалисчĕсем нормăпа право акчĕсене хатĕрлесе çитернĕ, ун тăрăх кăçалхи августăн 28-мĕшĕ тĕлне республикăри сĕт туса илсе сутакан предприятисене пĕрремĕш транш – 21767,5 пин тенкĕ – куçарса панă. Çав шутра пысăк сортлă сĕтшĕн – 7387,4 пин, пĕрремĕш сортлишĕн – 14380,1 пин тенкĕ. Çакна палăртмалла: патшалăх пулăшăвне 2012 çулхи июнь-июльте сутнă сĕт тăкакĕсене саплаштарма янă.
2012 çулхи июнь-июль уйăхĕсенче ял хуçалăх таварне туса илекенсемпе (хушма хуçалăх тытса пыракан граждансемсĕр пуçне) агропромышленность комплексĕнчи организацисем (вĕсен организаци-право формине пăхмасăр), субсиди илме тăратнă документсем тăрăх, 18 083,8 пин литр сĕт сутнă, çав шутра пысăк сортли – 3693,7 пин, пĕрремĕш сортли – 14380,1 пин литр.
Республика Пуçлăхĕн указĕпе хушма хуçалăх тытакансене те укçа пама палăртнă. Хальхи вăхăтра ЧР ял хуçалăх министерстви пулăшăва тивĕçнисен списокне хатĕрлесе пĕтернĕ. Сĕт сутакан хушма хуçалăхсене 41, 2 млн тенкĕ сентябрь пуçламăшĕнче куçарса памалла.