12 сентября 2012 г.
Виçĕ ача çуратнă Наçтук. Ачисем пĕринчен тепри чипер те илĕртÿллĕ. Ача-пăчан ытарайми уçă та çепĕç сасси те савăнтарман ашшĕне. Эрех пички ăшне путнăскер, арăмĕ ĕçре чухне япалисене сутса ĕçнĕ. Çынсем патĕнче çĕр каçнă вĕсем. Анчах упăшки кÿршĕ-аршăпа, тăванĕсемпе хирĕçнĕ, çапăçнă хыççăн вĕсем те çĕр каçма кĕртме хăранă.
Чĕрене витермелле сăмахсемпе вăрçнă Наçтука Алюш. Тепĕр чухне чĕри çĕçĕпе чикнĕн сÿлетсе кайнă. Çапах та куççульне çынсене кăтартман. Чăтнă мĕскĕн хĕрарăм.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Наçтук упăшки те вăрçа кайма повестка илет. Смоленск тăрăхĕнчи çĕрсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Килтен тухса кайни çулталăк иртсен упăшки вилни çинчен çыру илнĕ Наçтук. Иртнине, начаррине манса, ачисене хăй çумне çупăрласа сасăпах макăрнă хĕрарăм. Аслисем те амăшĕпе пĕрле йĕнĕ, кĕçĕнни Ульха çеç нимĕн те ăнланман: ун-кун пăхса ларнă.
Çапла, питĕ йывăрпа ÿстерчĕ Наçтук пепкисене. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарчĕ, шкул вĕрентрĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăтам шкула пурте вĕренме каяймастчĕç. Тумтирĕ, атă-пушмакĕ япăх пулсан та вунă çухрăмри шкула ăсатрĕ ывăлĕсене Наçтук. Асли каярахпа аслă шкулта пĕлÿ пухрĕ. Халĕ вăл пысăк çын. Анчах та тăван килте чылай çул пулман. Çыру та çук унран. Ульха та ялтан тухса кайни вунă çул ытла. Унтанпа пĕрре килнĕччĕ вăл упăшкипе – халĕ темшĕн сивĕнчĕ тăван килтен.
Вăталăх ывăлĕ те ялти чи хисеплĕ профессине алла илчĕ. Ăста тракторист вăл. Арăмĕ те хăйсен ялĕсемех. Хĕр чухнех маттур та çивĕччĕ. Хут купăспа калама питĕ ăста. Леш касри Нина кин пулассине пĕлсен чунтан хĕпĕртенĕччĕ Наçтук аппа. Пĕли-пĕлмен хĕр мар: сăнĕпе те чипер, чĕлхи-çăварĕ те япшар. Курмассерен чĕнмесĕр иртсе каймасть.
Телейĕ, чăнах та, пысăк пулчĕ Нинăн. Кил-çурчĕ кермен пек, хуралтисем те кирпĕчрен. Ялта ун пек çуртсем сахалччĕ вăл вăхăтра. Наçтук аппа çак çурта лартассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшрĕ.
Киле кин кĕртсен те Наçтук аппа колхоз ĕçĕнчен уйрăлмарĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна утмăлмĕш çулсенче орден парса чысларĕç.
Мăнукĕсем çуралсан Наçтук кинеми вĕсене пăхрĕ. Пиллĕкĕн вĕсем. Пĕринчен тепри маттур. Кинĕ ачисене пăхса килте ларман, кашнийĕнчех икĕ уйăхранах ĕçе тухрĕ. Ача пăхса курнă çын питĕ лайăх пĕлет: питĕ тертлĕ ĕç вăл. "Ача пăхиччен çĕр чаватăп", – тет чылайăшĕ. Çавăнпа та кинĕ ачисем шăртлă пулнипе çĕрĕпе йĕнине, ÿслĕк ерсен епле сыватассине тата ыттине чухласах кайман. Больницăра та выртса курман мăнукĕсем – асламăшех курăксемпе сыватнă вĕсене. Ахальтен мар пушă вăхăт тупăнсанах улăха, çаран çине тухса, уçланкă хĕрринче сиплĕ курăксем пуçтарнă вăл.
Çулсем иртрĕç. Кинĕпе ывăлĕ ĕçе çÿренĕ май кил хушшинчи мĕн пур ĕçе хунямăшĕ тунă. Ĕни, сысни, сурăхĕ, чăххи-чĕппи – мĕн кăна усрамасть ял çынни. Мăнукĕсем те, çунат хушнă кайăк евĕр, пĕрин хыççăн тепри ашшĕ-амăшĕ килĕнчен вĕçсе кайрĕç. Виççĕн çеç кăштăртатса пурăнаççĕ халĕ çемьере.
Анчах юлашки çулсенче Нина хунямăшĕпе упăшкине систермелле мар ĕçе-ĕçе килчĕ. Малтанах фермăра пĕрин çуралнă кунне уявланине, тепринче пĕрле ĕçлекенĕн мăнукĕ çуралнине пĕлтерчĕ. Пурăна-киле вара Нина ĕçке ярăннине кÿршĕ-аршă çеç мар, ял халăхĕ те пĕлчĕ.
Арçын ĕçсен, чăн та, хăрушă пулăмсем пулса иртеççĕ çемьере. Хĕрарăм ĕçсен вара çемьере хăрушă çил-тăвăл ахăрать иккен. Унăн нушине вара чи малтанах вăйсăрри тÿсет. Сăлтавĕ паллă: мăнуксем çитĕннĕ, вĕсене пăхакан кирлĕ мар, кил хушшинче таса, тирпейлĕ, апла пулсан мĕн тумалла сакăр вуннăри карчăкпа. Çитменнине юлашки вăхăтра ал-ура сурнипе, пуçĕ хĕснипе аптăрать вăл. Кайри пÿртре кăмака хыçĕнчи кравать çинчен те тăраймасть.
– Мĕн туса выртан, наянлантăн-ха эсĕ, тухса ĕçле картишне, – кăшкăрать ура çинче аран-аран тăракан кинĕ. – Атту стена çумне çапса çыпăçтаратăп. Темĕскер алă кĕçĕтет-ха.
Йăваш куçсемпе пăхакан сакăр вуннăри карчăкăн чĕри сиксе тухасла тапать. Пăхма хăрушă кинне, куçĕ-пуçĕ алчăрасах кайнă. Сăмахне итлемесен тем тума та пултарать. Иртнинче те картишĕнче тĕрмĕшнĕ чухне ура хыракан тимĕр çине тĕртсе ячĕ те, аяк пĕрчине хуçрĕ. Больницăра икĕ уйăх сипленчĕ пулсан та, кинĕ тĕртсе янипе тăрăннине каламарĕ. Ара, пĕр çемьере пурăнакан çыннăн ятне ярас килмест-çке. "Ырă-и, усал-и, вĕсенех çын евĕрлĕ пытарса тирпейлемелле", – вĕçет шухăш ват çын пуçĕнче.
... Хăйне питĕ йывăр туять пулин те, фуфайка тăхăнма тесе çакă патне пычĕ. Анчах аллисем итлемеççĕ ватта – çÿлелле кармашаймаççĕ. Эх, ват çыннăн пурнăçĕ. Епле асаплă, хĕнлĕ вăл. Ыратман чухне анчах-çке пурнăç илемлĕ. Халĕ мĕн; Ĕмĕрне ĕçлесе ирттерчĕ, кăнтăрла выртса канса курмарĕ. Тытса туман ĕçĕ çукчĕ. Халĕ çав алăсемех хуçине итлемеççĕ. Эх-хе-хей.
– Халĕ те тухман-и-ха эс картишне; Мĕн тумалла санпа; – сылтăм аллипе лаш! сулса ячĕ Нина. Ватă çын месерле кайса ÿкрĕ те пĕр вăхăт сывлаймасăр выртрĕ.
– Сана вĕлерме юрамасть. Пенси нумай илетĕн-ха эсĕ. Вилсен те шăнтса усрамалла. Анчах кăçал хĕл пулмасть пулĕ. Урамра çумăр çăвать. Шăршланасран хăрушă, – чунне пырса витермелле ахăрса кулать ÿсĕр кин.
Мĕн чухлĕ выртнă пулĕ Наçтук аппа ас тумасть. Ывăлĕ ĕçрен килсен вырăн çине илсе вырттарчĕ амăшне. Арăмĕ шалти пÿлĕмри диван çинче харлаттарса çывăрать. Пенсие тухсан пушшех урмăшрĕ вăл. Ытти чухне хуçалăх ĕçне кайса вăхăт ирттеретчĕ, халĕ кунĕпе килте. Ĕç тĕлне пĕлмест. Ним ĕçлеменнипех ĕнтĕ урлăш тăршшĕ пĕр пулса кайрĕ. Хырăмĕ, çисе-ĕçсе кÿпĕннĕскер, шампа пек, паян-ыран çурăлассăн туйăнать. Эреххи те пĕр четвĕртрен кая мар кĕрет пулĕ.
Таçта кайса килчĕ Нинăн унчченхи ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ. Хуняма ятне илтрĕ. Киле кин кĕртрĕ, хĕрне качча пачĕ, мăнукĕсем те иккĕ. Çапах та черккене алăран вĕçертмест. Ÿсĕр чухне ун аллине лекме юрамасть. Иртнинче, авă, упăшкине аллинчен çĕçĕпе тăрăнтарчĕ.
Больницăра выртса сипленсен те хăйне арăмĕ суранлатнине каламарĕ арçын. Килти çÿп-çапа урама кăларса "тăкма" хăнăхман Ваçук. Кăмăлĕ те йăваш унăн, çын çине алă çĕклеймест. Çемçе кăмăллипех ăна арăмĕн çупки тăтăшах лекет. Арăмĕ, сăра пички евĕр, упăшкин вара хытканнипе, çири тумĕ çакăнса тăрать.
– Анне, анне, ан çиллен эс Нинăна. Ÿсĕрле ĕçки пĕлмест унăн. Урă чухне ырах вăл, – ăшшăн калаçать Ваçук амăшĕпе. Эх, пурнăç. Япăх мар-çке вăл, кил-çурчĕ ăшă, хăтлă, вут хутмалла мар, хăрăмĕ те çук. Ырлăхран асать-и хĕрарăм; Эрех черкки енне ытарлăн пăхма пуçларăмăр мар-и; Халĕччен Нина хăнана кайсан та пĕр-ик черккерен ытлашши ĕçмен, пилĕк çул хушшинче вара ĕçкĕçе тухрĕ. Ырă пурнăçранах иртĕхместпĕр-и; Ара, мĕн çитмест паянхи пурнăçра ăна. Пурте пур.
– Ывăлăм! Сирĕнех пăхса вĕлермелле мана. Кам патне кайăп эпĕ; Хуларисем амăшĕ çинчен аса та илмеççĕ. Кама кирлĕ шăлсăр, ĕçлеймен карчăк; Пит-куç çинче çĕр пĕр пĕркеленчĕк, пилĕк авăнчăк. Халĕ тата чирĕ те аптăратать. Кине каçаратăп. Усал çулăхнă ăна. Халĕччен начар çын пулман-ха вăл. Мана Турри çапла çырчĕ пулĕ: хĕр чухне тăлăх ÿсрĕм, анне-аттерен ыр курмарăм, арăм пултăм – упăшкана юраймарăм, халĕ вара, ... – куççулĕсене ниепле те пытараймасть ватă...