15 сентября 2012 г.
ВĂРМАН кашлавĕ... Кашлать вăл: çил тухсан та, ытти чухне те. Ун кашлавĕнче мĕн чухлĕ вăй-хăват! Нумай çынран ыйтрăм та, çакна ăнлантараканни Геннадий Емельяновсăр урăх пулмарĕ.
– Шăллăм, вăрман вăл – пурнăç, – терĕ "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн Пăчăрлă Пашьелĕнчи лесничествин патшалăх инспекторĕ.
Чăннипех вăрман çынни Геннадий Петрович. Хăйĕн шăпине çут çанталăкăн çак пуянлăхне сыхлас ĕçе панăшăн пĕрре те ÿпкелемест вăл. Çак ĕçре кам та пулин кирлех вĕт, чунне парса вăй хураканскер.
Вăрмана юратас туртăм ачана ашшĕнченех куçнă темелле пулĕ. Петр Федоровичăн ĕмĕрĕ вăрмантах иртнĕ тени пĕрре те йăнăш мар. 1939 çултах пуçăннă вăл лесник ĕçне. Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсем те пăрăнса иртмен унран – Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи 1944 çулта аманса килне таврăннă, салтак тумне хывмасăрах объезчик ĕçне пуçăннă.
Ырă йăла аслисенчен кĕçĕннисене куçать теççĕ. Çемье династийĕ те теме пулать çакна. Ашшĕн пархатарлă ĕçне малалла тăсса Г. Емельянов 1969 çулта Пăчăрлă Пашьел лесничествинче лесникра ĕçлеме тытăннă. Хăйне тÿрех лайăх енчен çеç кăтартнă çамрăк, опычĕ те ÿссех пынă. Пĕр сăмахпа, вăрман уншăн иккĕмĕш кил вырăннех пулса тăнă.
Çар хĕсметĕнчен таврăнсан та йĕкĕте чун туртăмĕ каллех вăрман хуçалăхне илсе çитернĕ. Хальхинче вăл Ульяновск облаçĕнчи Сенгилейри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕнче вăрман мастерĕ пулса ĕçлеме тытăннă. 1979 çулта вара Геннадий çуралнă тăрăха таврăннă, Баскак лесничествинче сакăр çул ĕçленĕ. 1993 çултанпа - Пăчăрлă Пашьел лесничествинче.
Маларах Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕн территорине кĕнĕ вăрмансенчен "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ туса хурсан, вăрманçăн яваплăхĕ татах та ÿснĕ. Мĕншĕн тесен, парк патшалăх тĕлĕшĕнчен сыхласа упракан вырăн шутланать. Çавна май Геннадий Петровичăн канăç çук та темелле.
– Ĕлĕкрех пире лесниксем тетчĕç, халĕ вара – патшалăх инспекторĕсем, – тет Г.Емельянов. – Çакă яваплăха татах ÿстерет.
Кашни ĕçрех пĕлÿ кирлĕ. Геннадий Петрович, ĕçленĕ хушăрах, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен, наградăсем те сахал мар инспекторăн: Хисеп грамотисене шутламăпăр, вĕсемсĕр пуçне унăн кăкăрне "Вăрман хуçалăхĕнче 10 çул тăрăшса ĕçленĕшĕн" паллă та илем кÿрет. Коллективра та хисеплĕ, ырă ятлă вăл. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче ун пек нумай çул ĕçлекен çынсем сахал.
– Хам ятлă ĕçтешĕм утмăл çула çитнине ĕненес те килмест. Тепĕр йĕкĕтрен ирттерет вĕт, – тет юбиляр пирки паркăн Пăчăрлă Пашьел лесничествин патшалăхăн аслă инспекторĕ Геннадий Марков. – Чăн-чăн вăрман çынни!
Тĕрĕс сăмах – тĕрĕсех, кун пирки иккĕленÿ çук.