Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн энциклопеди – чи лайăххи

15 сентября 2012 г.

МУСКАВРИ К.С.Станиславский тата В.И.Немирович-Дначенко ячĕллĕ академи музыка театрĕн залĕнче "Çулталăк кĕнеки – 2012" наци конкурсĕн çĕтерÿçисене чысланă.

Конкурса иртнĕ çулхи августран пуçласа кăçалхи август уйăхĕччен тухнă пине яхăн кĕнеке хутшăннă. Вĕсене – Мускав, Санкт-Петербург, Раççей регионĕсен 200 яхăн издательстви пичетленĕскерсене – 11 номинаципе хакланă.

Çивĕч тупăшăва Чăваш кĕнеке издательстви кун çути кăтартнă тăватă томлă Чăваш энциклопедийĕ те хутшăннă, финала тухнă. Ăна "Humanitas" номинаципе хакланă.

Чăваш кĕнеке издательстви директорĕ Валерий Комиссаров тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Шупашкара номинант дипломĕпе таврăннă.

Палăртса хăвармалла: "Çулталăк кĕнеки" наци конкурсне федерацин Пичет тата массăллă комуникаци енĕпе ĕçлекен агенстви пуçарăвĕпе 1999 çулта йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – çĕр-шывра кĕнеке кăларса ĕçе пулăшасси, вулава, кĕнеке культурине пропагандăласси, кĕнеке искусствин чи лайăх тĕслĕхĕсене хавхалантарасси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика