15 сентября 2012 г.
ВĂРМАНСЕНЧЕ тискер чĕр чунсем нумайланнă тенине илтме пулать. Хальхи вăхăтра районсенчи тĕрĕслев кăтартнă хыççăн килти кушак уртаракан чирпе чирленине палăртнă. Чирлĕ кушак хăйсен кил хуçисене сиенленĕ. Кил хуçисене вăхăтра ятарлă прививкăсем тума пуçланă.
Уртаракан чир çинчен мĕн пĕлмелле;
Уртаракан чир – чĕр чунсен тата çыннăн хăрушă инфекци чирĕ. Чире саракансем тилĕсем, кашкăрсем, йытăсем, кушаксем пулса тăраççĕ. Урнă тилĕсем хăйсен яланхи асăрханулăхне çухатаççĕ. Ялсене кĕрсе выльăх-чĕрлĕхе, хăш чухне çынсене те тапăнаççĕ, инфекци ертеççĕ. Уртаракан чир вирусĕ чирлĕ чĕр чун организмĕнчен сĕлекипе пĕрле тухать, çавăнпа та инфекци чĕр чун çыртсан, чăрмаласан, çуласан ерет. Урнă чĕр чун сĕлекипе вараланнă япаласем урлă та чирлеме пулать. Уртаракан чир вирусĕ чĕр чун сĕлекинче инкубаци тапхăрĕ вĕçлениччен юлашки кунĕсенче, чир палăриччен 10 кун маларах пур. Çавăнпа та сывă курăнакан, чир нимĕнпе те палăрман чĕр чун çыртни, чăрмалани, çулани çынна сисчĕвлентерме тивĕç. Çынна çыртнă чĕр чун сывă е чирленĕ иккенне пĕлме ăна, ветеринар ĕçченĕсем 10 кун хушши пăхса тăраççĕ. Çак кунсенче вăл сывах иккенне палăртсан прививкăсем тума чарăнаççĕ уртаракан чирĕн инкубаци тапхăрĕ 10-30 кунран пуçласа ултă уйăхччен тăсăлать, хăш чухне вара çулталăк таранчченех, çакă ăçтан, мĕнле вырăнтан çыртнинчен килет. Çынна вăхăтра уртаракан чиртен прививкăсем тусан чир аталанассине яланах асăрхаттарма пулать. Мĕншĕн тесен инкубаци тапхăрĕ вĕçлениччен çак чир патне иммунитет аталанать. Çавăнпа та çынна чĕр чун çыртсан тÿрех медицина пулăшăвĕ илме васкамалла. Маларах вара супăньпе темиçе хутчен çумалла, йĕри-тавра йодпа, этил спирчĕпе сăтăрмалла, хирург е травматолог патне каймалла.
Енчен те сире çыртнă йыттăн, кушакăн хуçине пĕлетĕр пулсан унăн ятне, адресне тухтăра пĕлтермелле. Вăл кăна прививка тумалла е тумалла маррине татса парĕ. Прививкăсен чи вăрăм курсĕ 6 инъекцирен тăрать. Куратăр ĕнтĕ, çак хăрушă чире асăрхаттарма ансат, анчах вăхăтра медицина пулăшăвĕ илсен кăна тухтăр патне каяссине тăсса пыни вара пурнăçшăн хăрушă.