Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех – тăшманпа пĕрех

15 сентября 2012 г.

ТĂТĂШАХ эрех-сăра ĕçсе ашкăнни çамрăклах ватă çынсен шутне кĕресси, юлашкинчен пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каясси патне илсе çитерет.

Çак чăнлăха та, çавăн пекех алкоголь хăрушă наркăмăш пулса тăнине те пурнăç хăех тахçанах çирĕплетсе панă. Алкоголизм тыткăнĕнчен хăтăлма пултарайман арçынсем ĕçе-ĕçе вилнине çулсем тăрăх тишкерсе тухнă та çакна палăртнă: вĕсенчен чылайăшĕ пурнăçăн чи лайăх тапхăрĕнче – 50 çула çитиччен вилсе выртнă. Ялан эрех-сăра ĕçекен арçынсен 25 проценчĕ кăна 60 çула пурăнса çитет. Алкоголиксем ытларах мĕнле чирсемпе чирленине сăнанă, вĕсем сывлав органĕсем пăсăлнипе аптранине кăтартса панă. Çынсем алкоголизма пула ир вилесси, ытти çулхисемпе танлаштарсан, чылай нумайрах. Çамрăклах эрех-сăра ĕçсе иртĕхме тытăннă 1014 çынна сăнаса çакна палăртнă: пирвайхи хут тĕрĕслесе пăхнă хыççăн 3 çул иртсен вĕсенчен 45-шĕ вилсе выртнă. Вилĕм сăлтавĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта – пурнăç интересĕсене çухатнă çамрăксем хăйсене хăйсем вĕлерни, сарăмсăр кун çулне татни, иккĕмĕшĕнче – тĕрлĕ чирсем. Ученăйсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсенче çакна та палăртаççĕ: сăнаса пурăннă алкоголиксен 20 проценчĕ ÿсĕрле тĕрлĕ инкеке лекнине пула, 20 проценчĕ – чĕре ĕçлеме пăрахнисемпе, 9 проценчĕ – усал шыçă чирĕсемпе вăхăтсăр вилнĕ. Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголиксем хушшинче туберкулезпа чирлисем 3-4 хут нумайрах тĕл пулаççĕ. Урăх çĕр-шывсенчи ученăйсем те тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, туберкулезпа чирлĕ çын хушшинче алкоголиксем 30-40 процент шутланаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика