Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, кăмпи тутлă та...

15 сентября 2012 г.

КĂМПА пухмалли вăхăт пырать. Анчах ăна çисе сиенленесрен мĕнле асăрханмалла; Наркăмăшлисене апатра усă курмалла мар. Унран çимĕçе пĕлсе хатĕрлемелле. Кăмпасене çамрăкла пуçтармалла. Типсе кайни, хуртланни, ытлашши ÿсни, лăймакаланни, пăнтăхни юрăхсăр.

Наркăмăшлă кăмпасем вĕретсен те, тăварласан та хăйсен сиенлĕ хутăшĕсене çухатмаççĕ. Çиме юрăхлисене те чĕрĕлле тутанса ан пăхăр.

Кăмпапа наркăмăшланнин малтанхи паллисем çинĕ хыççăн 6-10 сехетрен сисĕнеççĕ. Хырăм тулса тăрать, касса ыратма пуçлать, хăсас килет. Вăй пĕтни сисĕнет, пуç ыратма тытăнать. Хăв тĕллĕн сипленни усăсăр, врача чĕнмелле. Эрех-сăра ĕçессине хирĕçлемелле, вĕсем наркăмăшлă япаласене организмра саланма пулăшаççĕ çеç. Вар-хырăма тасатма тăрăшмалла. Врач киличчен, сиенленнĕскере, вырăн çинче вырттарса тăмалла.

Вар-хырăмĕпе чирлĕ пур çынсен, ача-пăчан кăмпа çимесен те юрать.

Пĕлнĕ-пĕлмен кăмпана татмалла та мар. Пĕр хут вĕретнĕ шыва сыпса ан пăхăр. Пасартан кăмпа туянас тесен лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен талонне кăтартма ыйтăр. Çулсем хĕрринчи йывăçсен айĕнче çитĕннĕ кăмпасене татма сĕнмеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика