15 сентября 2012 г.
ТĂВАН районăмăр историне тĕпчесе халĕччен темиçе статья та пичетлесе кăлартăм. Çак хушăра мана эпир халĕччен пĕлсех те кайман вуншар та вуншар ентешсен ячĕсене тупса палăртма май килчĕ. Анчах çакăнпа çеç лăпланса ларас килмерĕ – каллех шырав ĕçне кÿлĕнтĕм. Сăлтавĕ те çук мар: шăмăршăсем хушшинче тĕрлĕрен премисен лауреачĕсем те йышлă иккен. Вĕсемпе вулакансене те паллаштарас кăмăл çуралчĕ. Çак материал шкулта тăван ен культурине вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн те усăллă пулассăн туйăнать. Хамăрăн пултаруллă ентешсем çинчен пĕлмеллех пирĕн.
Геннадий Арсентьевич БОЛЬШАКОВ (05.09.1961, Хĕрлĕ Васан паççулкки). Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ (2003), Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ (1998).
Николай Леонидович ГУДИМОВ (15.12.1937, Шăмăршă) техника наукисен кандидачĕ, инженер-технолог, СССР Министрсен Канашĕн премийĕн лауреачĕ (1983).
Мефодий Иванович ДЕНИСОВ (13.03.1922 – 31.10.1998, Кивĕ Чукал). РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ, юрăç, унăн ятне 1972 çулта Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ (1969).
Надежда Васильевна ЗАХАРОВА (СЕРГЕЕВА) (21. 05. 1965 – 10.08.1991, Карапай Шăмăршă). Юрăç, Пĕтĕм чăвашсен Эмине ячĕллĕ Наци премийĕн лауреачĕ (1991).
Герман Николаевич ЛАРШНИКОВ (25.12.1955, Кивĕ Шăмăршă). Педагог-тавра пĕлÿçĕ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Васанти краеведени музейĕн йĕркелÿçĕ-директорĕ, Чăваш Халăх Ăсчахĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Мерчен" ача-пăча Халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи, районти В.В. Бараев-Сĕркке ячĕллĕ литературăпа искусство премийĕн лауреачĕ (1997).
Федор Иванович МАДУРОВ (24.04.1942, Баскак). РФ Художниксен союзĕн членĕ, скульптор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1982).
Алена Владимировна МУЛЕНДЕЕВА (13.11.1979, Виçпÿрт Шăмăршă). Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ (2007), И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăлла географипе геоморфологи кафедрин ассистенчĕ, Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ (2006).
Петр Николаевич МУЛЛИН (08.07.1958 – 05.03.2007, Виçпÿрт Шăмăршă). Мускавра ĕçлесе пурăннă, чăваш халăх искусствипе культурине аталантарас ĕçре чăннипех пысăк тÿпе хывнă меценат, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш Наци премийĕн лауреачĕ (1995).
Зоя Васильевна РОМАНОВА (ФИЛИППОВА) (10.02.1943, Патирек). Писатель-куçаруçă, РФ Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ.
Николай Васильевич УГАРИН (08.06.1963, Пăчăрлă Пашьел). Драматург, РФ Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри çулталăкри чи лайăх драматург (2004), Шăмăршăри Халăх театрĕн художник-постановщикĕ, районти В.В. Бараев-Сĕркке ячĕллĕ литературăпа искусство премийĕн лауреачĕ (1996).
Ула ТИМĔР (Владимир Николаевич МИХАЙЛОВ) (03.08.1960, Кахăрлă Шăхаль). Сăвăç-журналист. Пĕтĕм Тĕнчери писатель-баталистсемпе мариниистсен Ассоциацийĕн членĕ, РФ Писательсен тата РФ Журналистсен союзĕсен членĕ, районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат корреспонденчĕ, республикăри А. Талвир ячĕппĕ литература премийĕн лауреачĕ (1995), районти юридици консультацийĕ право темипе çырнă чи лайăх материалсемшĕн паракан "Щит и меч" преми лауреачĕ (1992, 1993, 1994).
Рафаил Иршатович САФИН (1946, Палтиел). Физикăпа математика наукисен кондидачĕ, наука ĕçченĕ, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Ленин премийĕн лауреачĕ.
Михаил Романович ФЕДОТОВ (20.01.1919 – 13.01.2003, Пуянкасси). Тĕнче пĕлтерĕшлĕ ученай-тепчевçĕ, академик, Чăваш АССР наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ: наукăпа техника енĕпе Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ.
Сергей Васильевич ФЕДОТОВ (12.08.1956, Кахăрлă Шăхаль). Чăваш Республикин Композиторсен ассоцийĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи "Эревет" Халăх ансамблĕн ертÿçи, Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурссен темиçе хут лауреачĕ, Раççей Правительствин "Раççей чунĕ" преми лауреачĕ (2010).
Валентин Георгиевич ФИЛИППОВ (1948, Патирек). Ученай-тĕпчевçĕ, техника наукисен кондидачĕ, Пĕтĕм Раççейри электротехника институчĕн директорĕ, Раççей Федерацийĕн наукăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, наукăпа техника енĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ.
Любовь Николаевна ЧУГУНОВА (1980, Çĕнĕ Тăрăн). Чăваш Республикин Аслă сучĕн пресс-секретарĕ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ (2008).
Валерий Николаевич ЯКОВЛЕВ (25.09.1939, Виçпÿрт Шăмăршă). К.В. Иванов ячĕпе Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, Шăмăршă районĕн тата Шупашкар хулин хисеплĕ Гражданинĕ, Ф.Волков ячĕппĕ Раççей Правительствин премийĕн лауреачĕ (2002), Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ (2003), Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ (1998), Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе тăван тавралăха сыхлас ĕç министерствин премийĕн лауреачĕ.
Светлана Михайловна ЯКОВЛЕВА (22.01.1977, Кивĕ Шăмăршă). Пĕтĕм Тĕнчери чăваш эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" пĕрремĕш фестиваль-конкурс лауреачĕ, эстрада юрăçи, Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ (2000).