Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Василий Максимов яланах пирĕн асăмра

19 сентября 2012 г.

Иртнĕ шăмат кун Шăмăршăра спорт уявĕ пулчĕ. Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинне Василий Максимова асăнса тата çуралнăранпа 70 çул çитнине палăртса ипподромра лаша спорчĕн ăмăртăвĕсем иртрĕç. Çак мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мидуков, Михаил Михайловский, Петр Краснов, пĕрле ĕçленисем, юлташĕсем, тăванĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах Анат Чаткасри масар çине кайса В.Максимов вил тăприйĕ çине чечексем хучĕç, паллă çыннăмăр çинчен ырăпа аса илчĕç.

Шăмăршăри ипподром çывăхĕнчи пĕр урама Василий Максимов ятне пачĕç. Халĕ ун ячĕпе çĕнĕ урам хисепленсе тăрать. Чăннипех те ырă ята тивĕç пирĕн ентеш. Вăл тăван район аталанăвĕшĕн нумай тăрăшнă. Çавăн пекех спорт çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Ăш пиллĕхĕпе, тараватлăхĕпе яланах çынсен кăмăлне çĕкленĕ Василий Иванович.

Район, хăй çуралнă тăван ял историне тĕпчесси çине нумай вăхăт уйăрнă вăл. В. Максимов кăларнă кĕнекесем – пирĕн пуянлăх. Хăй пурăннă чухне кăларса ĕлкĕреймен "Чаткас. Чаткас çыннисем" кĕнеке презентацине те çакăнтах йĕркелерĕç. Унпа Василий Иванович хĕрĕ Валентина паллаштарчĕ.

Лаша спортне чунтанах юратнă В.Максимов, кашни ăмăртăвах çитме тăрăшнă. Вăл Чăваш Республикинчи лаша спорчĕн федерацийĕн президенчĕ пулнă. Паллах, ăмăртусенче комментатор ĕçне те хăех пурнăçланă.

Кăçалхи ăмăртусене Чăваш Республикинчи, Шăмăршă, Патăрьел, Вăрмар, Шупашкар районĕсенчен, Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчи лашасем хутшăнчĕç.

Юланутçăсен тупăшăвĕнче финиша Геннадийльцовăн (Кивĕ Шăмăршă) "Ласка" урхамахĕ чи малтан çитрĕ. Ун хыçĕнчен Алексей Семеновăн "Барсĕ" (Çĕпрел районĕ, Куршанкă Шăхаль), Александр Исметовăн "Малютки" (Васан ял тăрăхĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.

Кÿмеллĕ урапасемлĕ лашасен чупăвĕ татах та интереслĕрех иртрĕ. "Спорт ветеранĕсем" ушкăнра пĕрремĕш вырăна "Влада" (Николай Концов, Шăмăршă) тухрĕ, иккĕмĕш "АртурДит" (Николай Кошкин, Патăрьел), виççĕмĕш – "Победоносец" (Гаймель Ахтямов (82 çулта, Патăрьел).

"Лăплантаракан чупура" пĕрремĕш вырăна Пăвари Ильсур Галимзяновăн "Гротексĕ" йышăнчĕ. Валерий Красновăн (Вăрмар) "Монархĕ" – иккĕмĕш, Леонид Кошкинăн (Шăмăршă) "АртурДит" урхамахĕ – виççĕмĕш.

Чи хаклă парнене çĕнсе илессишĕн пынă финалти кÿмеллĕ урапаллă лашасен чупăвĕнче "Храбрыйран" (Николай Пыркин, Шупашкар) иртекенни пулмарĕ, вăл Шăмăршă ипподромĕн рекордне (2:08:02) тепĕр хут кăтартнă. Светлана Калугина (Шăмăршă) тытса пыракан "ЛевашХоус" иккĕмĕш çитрĕ, Петр Макаровăн (Шупашкар) "Комбинаторĕ" финишра - виççĕмĕш.

Çăмăл атлетикăна та кăмăлланă Василий Максимов. Çакна тĕпе хурса чупуçăсем хăйсен вăйне кросра виçрĕç. "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем ку енĕпе хăйсен ăсталăхĕсене кăтартрĕç.

Юрă-кĕвĕ те пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ, савăнăç парнелерĕ. Çавăн пекех суту-илÿ вырăнĕсем те ĕçлерĕç çак кун.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика