Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркунне те çитрĕ, хĕл те çывхарать...

19 сентября 2012 г.

КĔРКУННЕ те çитрĕ, йĕпе-сапа та пуçланчĕ. Кĕçех хĕлле те хăйĕн алăкне уçса кĕрĕ. Сисĕнмесĕрех вăхăт иртет. Анчах çулла вĕçленчĕ тесе çынсен лăпланса ларма иртерех. Кĕркунне те ĕç нумай. Акса-лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçе пуçтарса илмелле, упрама хумалла. Хĕл пуçланас умĕнхи ĕçсене вĕçлемелле. Паллах, кил-çурт таврашĕнчи тирпей-илем çинчен те манса каймалла мар. Шурă юр çÿп-çапа хупласа куç умĕнчен пытарать тени те вырăнлă мар. Çуркунне каллех кăмăла хуçакан ÿкерчĕке сăнама тивет. Çавăнпа та паян тумалли ĕçе ырана хăварар мар. Тасалăхра, тирпейлĕхре пурăнни хамăршăнах аван-çке.

Çулла тирпей-илем енĕпе ялсем тăрăх комисси пĕрре мар çÿрерĕ. Асăрхаттарусем, чĕнсе каланисем нумай пулчĕç. Хăшĕсем çитменлĕхсене пĕтерчĕç, теприсемшĕн... Çапла кил-çурт тавра вĕлтĕрен-эрĕм мĕнле ашкăрнă, çаплипех ашкăрать. Халĕ вĕсем татах та "илемлĕрех" курăнаççĕ: çынран та çÿллĕ, парка, лапсăркка... Çум курăка çавапа çулма вăй çитмĕ, ун валли пуртă йăтса тухма тивет.

Организацисен, предприятисен, обществăсен территорийĕсенче те тасамарлăха, тирпейсĕрлĕхе куратăн. Машина-трактор паркĕсенче те "çамрăк вăрман" çитĕнет тесе пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Лавккасен таврашĕсенче те çакнашкалах ÿкерчĕк сăнланать. Умĕсенче тирпейлĕ пулсан, хыçала кайса пăхсан шуйттан та урине хуçать.

Урампа утса пынă чухне çĕр çине пирус тĕпне, канихвет хутне е ытти ăпăр-тапăра пăрахма юраманни çинчен те манатпăр. Варкăш çилпе сапаланать вара çÿп-çап таврана вараласа. Уйрăмах каçпа е çĕрле тавралăха варалаççĕ. Ирхине унта е кунта эрех-сăра кĕленчи, хутаç йăваланать. Çакна çамрăксем пурнăçланине тÿрех ăнланатăн.

Йывăç-тĕм лартмалли кĕркуннехи тапхăр та çывхарать. Çĕр-çĕр хунав лартăпăр. Анчах вĕсене лартнипе кăна мар, упрама та, пăхса çитĕнтерме те тăрăшмалла. Енчен те урамсенче çаплипех качакасем çÿресен йывăç-тĕм хунасси пирки калаçма та кирлĕ мар. Миçе хутчен качака тытакан çынсене асăрхаттарнă, ЧР административлă явăплăх саккунне пăсакансене айăпланă, штрафланă, усси çав-çавах çук. Выльăх-чĕрлĕх тытатăн пулсан, ăна кĕтÿре çÿретмелле е кăкарса тăмалла. Ĕне-пăру, качакасене пула миçе çын хĕн курмасть-ши; Ирĕкри выльăх пахчасене кĕрсе чĕкĕнтĕрпе кишĕре кăшласа тухать, ытти пахча çимĕçе хуçса, таптаса хăварать. Нивушлĕ эпир çын ĕçне хаклама пĕлместпĕр; Çав таранчченех чунсăрланса çитрĕмĕр-ши;

Паян сентябрь кăна-ха, ытла сивĕсемех хăратмаççĕ. Çанталăк лайăх тăнă чухне кашни çыннăнах çурт-йĕр таврашĕнче, кил умĕнче, урамра тирпей-илем ĕçĕсене туса ирттермеллех. Пухнă çÿп-çапа вара палăртнă вырăна кайса тăкмалла. Çырма-çатрана, ял хĕррисене тухса силлер мар. Хамăр пурăнакан кил-çурт таврашне тирпейлесе ытти вырăна çÿп-çаппа варалани ан пултăрччĕ.

Масарсем пирки те манса каяр мар. Унта эпир çуллахи ратител умĕн кайса тасататпăр та, тепĕр çулччен аса та илместпĕр. Курăк вара çывăрмасть, ялан хĕвел патнелле кармашать, хĕрессене хуплать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе çывхарса килекен 2013 çула Тăван тавралăха сыхламалли çулталăк тесе палăртнă. Апла пулсан çут çанталăка упрасси, ăна тасалăхра тытасси – кашнин тивĕçĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика