19 сентября 2012 г.
ВАТĂ çынсен кунĕ те çывхарать. Ăна пирĕн çĕр-шывра октябрĕн 1-мĕшĕнче уявлаççĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, организацисемпе предприятисем, учрежденисем çак кун ватăсене хăнана пухаççĕ, вĕсене саламлаççĕ.
Уява вара маларах, патне çитсен мар, хатĕрленме пуçламалла. Ватă çынсен кăмăлне уçма нумай та кирлĕ мар. Чĕререн тухнă ăшă сăмах, савăк юрă-кĕвĕ, хÿхĕм ташă шăпах вырăнлă пулмалла çак кун. Çавăнпа та пуçлăхсен, ертÿçĕсен уяв кунне хатĕрленнĕ чухне культура ĕçченĕсемпе, вĕрентекенсемпе, шкул ачисемпе курнăçмалла, программăна пĕрле шутласа тумалла. Ватăсемшĕн уяв нумайлăха асра юлтăр.
Асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçейсем пуртан пире пурăнма çăмăл. Вĕсем пурнăçа мĕнле пурăнмаллине вĕрентеççĕ, ăс параççĕ. Вĕсене пирĕн тивĕçлипе хакласчĕ, тав тăвасчĕ, ăшă сăмахпа савăнтарасчĕ.