19 сентября 2012 г.
СЕНТЯБРĔН 15-мĕшĕнче Шупашкарта икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, косманавт летчика Андриян Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 74 хут республикăра çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ.
Унта республикăри паллă спортсменсем килсе çитнĕ. Вĕсен хушшинче XIV Паралимпиадăн виçĕ хут чемпионки Елена Иванова хăйĕн тренерĕпе Валерий Васильевпа пулнă. Эстафетăна хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, 2004 çулхи Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова, "Советская Чувашия" хаçат редакторĕ Африкан Соловьев саламланă, пурне те ăнăçлă старт суннă.
Пурĕ старта республикăри тĕрлĕ влаç тытăмĕсенче вăй хуракансен, спорт ветеранĕсен, çемье, массăллă информаци хатĕрĕсен 346 команди тухнă. Çак спорт фестивалĕ 1700 ытла çынна пухнă.
Ăмăртусем VIP-чупуран пуçланнă, ăна республика Пуçлăхĕпе М. Игнатьевпа Елена Иванова ертсе пынă. Кунтах республикăри информаци политикипе массăллă коммуникаци министерствин министрĕ Валентина Андреева та чупнă.
Паллах, Шăмăршă районĕн командисем те – район администрацийĕн, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн, Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн, çемье, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн командисем – эстафетăна ăнăçлă чупнă. Вĕсем район чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ.
Эстафетăна тухнисене йышлă куракансем хавхалантарса тăни те нумай пулăшнă, вăй парса тăнă.