Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ визитпа – министр çумĕ

22 сентября 2012 г.

ЧĂВАШ ЕНРЕ Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Дарькин ĕçлĕ визитпа пулнă. Шупашкарта вăл "Бреслер" тĕпчев центрĕ" ОООна çитсе курнă, реле хÿтĕлевĕпе автоматикин микропроцессор çĕнĕлĕхĕсемпе паллашнă. "ЭКРА" наукăпа производство предприятийĕнче те министр çумĕ реле хÿтĕлевĕн тата автоматикăн ку чухнехи микропроцессорла базин çĕнĕ никĕсĕ çинче туса кăларакан хатĕрсемпе кăсăкланнă. Çакăнтах "Чăваш Ен – биорегион" стратеги презентацийĕ иртнĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта федераци министрĕн çумĕ йăла каяшĕсен полигонне тунипе, "Çÿхе пленка" технологи никĕсĕ çинче хĕвел модулĕсем туса кăлармалли предприяти йĕркелесси" тата "Çĕнĕ Шупашкарти биологи меслечĕпе тасатакан сооруженисене çĕнетсе улăштарасси" инвестици проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе паллашнă.

Каçхине Сергей Дарькин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика