Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕ иртнĕ

22 сентября 2012 г.

РАЙОНТА, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикин управленийĕн пуçлăхĕ Роза Кондратьевапа Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Ольга Никифорова ертсе пыракан ушкăн Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн çыннисемпе тĕл пулнă. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов çамрăк çемьесене пулăшас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарнă, малашнехи плансем çинче чарăнса тăнă. Кунта пурăнакан нумай ачаллă 15 çемьене çĕр лаптăкĕ тата çемье капиталне илме сертификатсем панă. Çавăн пекех Роза Кондратьева ял хуçалăх ĕçĕсем еплерех пынипе интересленнĕ.

Тепĕр ушкăн, Шупашкарти "В.С.Черномырдин ячĕллĕ Мускаври патшалăх уçă университечĕ" политехника институчĕн директорĕн çумĕ Надежда Алтыкова тата район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн методисчĕ Валентина Кузьмина ертсе пыраканскер, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитнĕ, кунти юсав ĕçĕсемпе паллашнă.

Виççĕмĕш ушкăн районти полици уйрăмĕнче пулнă. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин оперативлă пай пуçлăхĕ Анатолий Кондратьевпа районти полици уйрăмĕн пуçлăхĕ Курбангали Махмутов кунта вăй хуракансемпе калаçнă, Палтиел ял тăрăхне çитсе килнĕ.

Ытти ялсенче те информаци кунĕ иртнĕ. Çак кун çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика