22 сентября 2012 г.
АВТОСТАНЦИ умĕнче тăратăп, хамăр яла каякан автобуса кĕтетĕп. Вăхăчĕ çителĕклĕ, çавна май паллаканăмпа калаçкаласа тăратăп. Çула май мĕнле те пулин транспорт пулмĕ-ши тесе иртекен автомашинăсене сăнатăп. Автостанци еннелле тулли сумкăсем йăтнă пĕр хĕрарăм хыпаланса утать. Ман умри автобус хускалса кайрĕ, хăйне кирлĕ еннелле вĕçтерчĕ. Васкаса килекен хĕрарăм çитсе ĕлкĕреймерĕ.
– Эх, телей пулмарĕ! – тесе хаш! сывласа ячĕ, тарланă çамкине шăлса илчĕ. Тем пекех шел пулчĕ. Çав вăхăтрах çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ.
– Елинка аппа, яла пыратăн-и; – тесе машина алăкне уçрĕ.
– Ах, телей! – тесе ман çумра тăракан хĕрарăм автомашина ăшне кĕрсе ларчĕ. Йывăр сумкисене йăтма ăна çап-çамрăк каччă пулăшрĕ.
– Ку кÿршĕ ачи пулчĕ-ха, – тесе савăнăçне пытараймарĕ Елинка аппа.
Мĕн-ши вăл телей; Телее кам мĕнле ăнланать-ши; Пĕр кĕтмен çĕртен мана хама та шухăша ячĕ çак ыйту. Тĕрлĕ вăхăтри (çул шучĕпе) çынсенчен ыйтса пĕлес терĕм.
ГАЛИНА: Маншăн вăл телей кирек епле çынна та ырă туни. Ĕçпе туса паратăн-и; Ăслă та кăмăллă сăмах каласа савăнтаратăн-и; Е хурлăх вăхăтĕнче унпа пулса хурлăхне сирсе яма тăрăшатăн-и;
ЕЛЕНА, шкулта вĕрентекен: Маншăн телей сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç пултăр. Вара хама телейлĕ тесе шутлатăп.
ВАРУК, 60 çулта: Маншăн телей сывлăхлă пулни, çутçанталăк илемне курса савăнни. Çĕр çинче ху урупа ху утса çÿрени, кулленхи ĕçсене тума пултарни.
РИТА, 17 çулта: Маншăн пулсан çумра хитре, кăмăллă упăшка пултăр, кермен пек кил-çурчĕ ялтăраса лартăр.
ВАЛЕНТИНА, 50 çулта: Çемье тулли, упăшка, ачасем яланах çумра пулни. Кил-йыш ача-пăча сассипе янăраса тăтăр.
НАДЯ, 40 çулта: Çынна ырă тума пĕлни, кирек хăш вăхăтра та çынсене ырă канашпа, сĕнÿсемпе савăнтарни.
ГЕННАДИЙ, 25 çулта: Юнашар хитре арăм пултăр, вăл кирек мĕнле ĕçе те юратса пурнăçлатăр.
САША, 23 çулта: Маншăн вăл телей – сывлăхлă пулни, тĕрлĕ ĕçсене ĕçлеме пĕлни, сывлăх пулсан пурте пулать.
НАДЯ, 35 çулта: Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Манăн август уйăхĕнче ывăл ача çуралчĕ. Пĕрремĕш ача! Кĕтнĕ телей!
АННА, 35 çулта: Манăн икĕ правило. Никама та чăрмантармалла мар. Ырă ĕç тума тăрăшатăп. Ырă туни те, бумерангпа каялла таврăнать.
ЛЮДМИЛА, 60 çулта: Маншăн телей – сывлăхлă пулни, мăшăрпа 40 çул ытла, тăвансемпе килĕштерсе пурăнни, хальхи вăхăтра мăнуксемпе йăпанни, çынна ырă туни. Çамрăк чухне чи кирли – ĕçлени, ĕç пурри.
АЛЕКСЕЙ: Телей вăл – çемьене курни, мăшăрпа, кÿршĕпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнни, пĕр-пĕрне пулăшни, мăнуксемпе савăнни.
МАША, 17 çулта: Маншăн телей тени кĕсье тулли укçа пултăр. Мĕн çиес килнине яланах лавккаран илсе çиесси. Упăшкан çăмăл автомашина пурри.