Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекен шкула çÿретĕр, вăхăта усăллă ирттертĕр

22 сентября 2012 г.

ШКУЛ ачисемпе студентсен вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Вĕсен тĕллевĕ – вĕренесси. Анчах çакăн пирки манса каякансем те пур. Ирхине килĕсенчен тухаççĕ те вĕренÿ çуртне, темшĕн, çитеймеççĕ. Ăçта, кампа ирттереççĕ çав вăхăта вĕренекенсем;

Кашни çулах, вĕренÿ çулĕ пуçлансан, "Полици тата ачасем" акци тытăнать. Хальхинче вăл сентябрĕн 19-мĕшĕнче старт илчĕ. Мĕнле ĕçсем пурнăçлаççĕ çак уйăхлăхра полици ĕçченĕсем; Çакăн пирки каласа пама тата ытти ыйтусем çине хуравлама районти полици уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕнчен, полици капитанĕнчен, Наталья Мазяковаран ыйтрăмăр.

– Наталья Анатольевна, "Полици тата ачасем" акци уйăхлăхĕнче мĕнле ĕçсем туса, ирттерме палăртатăр;

– Акци пынă вăхăтра полици ĕçченĕсем районти шкулсене çитсе вĕренекенсемпе калаçусем йĕркелеççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулусем пулаççĕ. Вĕсене уголовлă, административлă тата гражданла законодательствăна ăнлантарса паратпăр.

– Çапах та акцин тĕллевĕ мĕнре;

– Чи малтанах вĕренекенсем шкула çÿренине тĕрĕслесси. Ачасем мĕнле сăлтава пула вĕренĕве сиктереççĕ, ăçта тата кампа çапкаланса çÿреççĕ вĕсем – çакна палăртасси.

– Вĕренÿ çулĕ хĕрсех пырать, шкула пыман ачасем пур-и районти шкулсенче;

– Пĕр уйăха яхăн çеç вĕренеççĕ пулсан та уроксене çÿременнисем тĕл пулчĕç те. Уйрăмах çак ачасем çине ашшĕ-амăшĕ тимлĕх уйăрманни палăрать. Çакнашкал ашшĕ-амăшĕшĕн тĕпренчĕкĕсем иккĕмĕш вырăнта кăна пулас. Шкула çÿремен ачасен ашшĕ-амăшĕ çине протоколсем çыртăмăр та ĕнтĕ.

– Наталья Анатольевна, апла пулсан эсир çав çемьесене çитсе ачасен ашшĕ-амăшĕпе калаçатăрах ĕнтĕ...

– Унсăрăн ниепле те май çук. Анчах лайăх енне улшăнусем пулни сисĕнмест. Кашни кун ĕçекен ашшĕ-амăшне сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси çăмăл ĕç мар. Çын хăй тарăннăн шутласа илсе ĕçме чарăнмасан, ăна вăйпа эрех-сăраран пистерейместĕн.

– Çул çитмен çамрăксен инспекцийĕнче учетра тăракансене те сăнасах тăратăр пулĕ;

– Çамрăклах саккуна пăсакансемпе уйрăмах нумай ĕçлеме тăрăшатпăр. Эпир вĕсене тÿрĕ çул çине тăма вĕрентесшĕн. Шел те, çакна ăнланасшăнах мар вĕсем.

– Ачасем сăлтавсăрах шкула пыманнине ăçтан пĕлетĕр;

– Эпир шкулсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Енчен те вĕренекен темиçе кун шкула пымасан, уроксене сăлтавсăрах сиктерсен РФ КоАП 5.35 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн çулталăк тăршшĕпех протоколсем çырма тивет.

– Наталья Анатольевна, çуллахи каникул вăхăтĕнче те çул çитмен çамрăксемпе ĕçлемелли нумай пулчĕ-и;

– Çулсерен çуллахи каникул пуçлансан "Çул çитмен çамрăк" операци иртет. Вăл виçĕ тапхăрпа, кашни уйăхра, "Çул çитмен çамрăк. Пулăшу" (июньте), "Çул çитмен çамрăк. Çулла" (июльте), "Çул çитмен çамрăк Çемье" (августра) пулчĕ. Ăна ачасен канăвĕ мĕнлерех пынине, пушă вăхăта вĕсем ăçта тата кампа ирттернине сăнаса тăма йĕркелеççĕ. Обществăлла вырăнта çамрăксем хăйсене мĕнлерех тытнине, эрех-сăрапа иртĕнменнине йĕрлесси те çак операци шутнех кĕчĕ.

– Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çул çитмен çамрăк преступлени çулĕ çине тăнăшăн, саккуна пăснăшăн чи малтанах вĕсен ашшĕ-амăшĕ явап тытать.

– Çакна тĕрĕс палăртрăр. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăмалла, вĕсене алăран вĕçертмелле мар. Ачана вăхăтра воспитани памасан, каярах ÿкĕнмелле килсе тухма пултарать. Çакна пурин те асра тытмалла. Ирхине ача шкула тухса кайсан, хушăран, вăл шкула çитнипе çитменнине тĕрĕслесен те вырăнлă. Çамрăксене усал йăласенчен – наркотикпа, пируспа туслашасран, эрех-сăра ĕçесрен – асăрхаттарсах тăмалла. Пĕрре кукăр çул çине пуссан, тÿрленме йывăр пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика