Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăннипех тава тивĕçлисем

22 сентября 2012 г.

ПИРĔН районта пархатарлă ĕçшĕн хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ çынсем сахал мар ĕçленĕ, вĕсем халĕ те вуншарăн. Ман шутпа, вĕсен ячĕсем район историйĕнче çырăнса юлмаллах.

Илья Михайлович АБСАЛЯМОВ (8.08.1958-12.06.2012, Виçпÿрт Шăмăршă). Ĕç биографине 1975 çулта "Правда" колхозра пуçланă. Çартан таврăнсан слесарь, водитель пулса ĕçленĕ, трактор бригадин бригадирĕ, техника паркĕн заведующийĕ пулнă, кайран – "Победа" колхоз председателĕ. 1996-2001 çулсенче - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ, 2001-2002 çулсенче - экономикăпа рынок структурин управленийĕн начальникĕ, юлашки çулсенче "Агрофирма" Карлинская" акционерсен хупă обществин директорĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Ăна 1995 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Наиль Нижеметдинович АЙНЕТДИНОВ (14.01.1956, Асанкасси). Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен, Чулхулари социаллă пурнăçпа политика институтĕнчен вĕренсе тухнă.

1978-1979 çулсенче Ярославль облаçĕнчи Некрасовск районĕнчи КПСС XXII съезчĕ ячĕпе хисепленекен колхозăн тĕп инженерĕ. Çарта пулнă. 1982 çултанпа – ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ, 1983 çулта "Сельхозхими" пĕрлешÿ председателĕ пулма çирĕплетнĕ. 1984 çултанпа "Аврора" колхоз председателĕ, 1986-1990 çулсенче – районти агропромышленность пĕрлешĕвĕн председателĕ. 1990 çулта ăна Чăваш Республикин Апат-çимĕçпе продукци сутăн илес ĕç министрĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ, 1991 çултанпа "Чувашэнергогаз" предприятин генеральнăй директорĕ. 1996 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.

Медине Летифовна АЙНЕТДИНОВА (2.01.1946, Асанкасси). Тăван колхозра ĕçлесе ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. 1979 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Абзалтин Зиятуллович АЛЕЕВ (15. 09. 1940, Патирек). Нумай çул "Искра" колхозра уй-хир бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. 1977 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Минзалтдин Галявутдинович АЛЕЕВ (1940-11.12.1989, Патирек). Тăван колхозра техник-осеменатор, "Искра" колхозри фермăсен заведующийĕ пулнă. 1974 çулта колхоз председательне суйланă, колхозсене пĕрлештерсе "Лениская искра" хуçалăх йĕркелесен ăна ертсе пынă. 1975 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" ят панă.

Виктор Георгиевич АЛЕКСАНДРОВ (25.04.1951, Карапай Шăмăршă). Нумай çул Киров ячĕпе хисепленекен колхозра водитель пулса ĕçленĕ. 2004 çулта ăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.

Михаил Иванович АЛЕКСАНДРОВ (21.01.1936 – 21.01.2006, Виçпÿрт Шăмăршă). "Правда" колхозра агрономра, КПСС райкомĕн виççĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ. 1970-1977 çулсенче – "Правда" колхоз председателĕ, ун хыççăн – ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ. 1983 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ" ята илнĕ.

Галина Федоровна АЛЕКСАНДРОВА (17.06.1951, Карапай Шăмăршă). Нумай çул Киров ячĕпе хисепленекен колхозра уй-хир бригадинче вăй хунă. 1999 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Семигулла Хасиятуллович АЛТЫНБАЕВ (2.01.1946, Палтиел). 1969 çулта "Мир" колхозра агроном пулса ĕçлеме тытăннă, пĕр хушă комплексла бригадăна ертсе пынă. Унтан каллех тĕп агроном ("Ленинская искра" колхоз). 1982 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ", 1986 çулта "СССР Хисеплĕ донорĕ" ятсем панă.

Анатолий Петрович АНДРЕЕВ (25.07.1943, Пуянкасси). Ĕмĕрĕпех, тивĕçлĕ канăва кайичченех, "Правда" колхозра ĕçленĕ. Ĕçри хастарлăхшăн 1987 çулта ăна "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.

Николай Андреевич АНИСИМОВ (21.03.1948, Пăчăрлă Пашьел). "Аврора" колхозра тракторист, 1978-1992 çулсенче трактор бригадин бригадирĕ, инженер пулнă. 1993-1995 çулсенче "Аврора" колхоз председателĕ. Халĕ – "Бездна" КФХ механизаторĕ. 2006 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят панă.

Геннадий Михайлович АНТОНОВ (8.09.1956, Кивĕ Шăмăршă). Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводне тунă çĕре хутшăннă, 1978 çулта "Сельхозтехника" уйрăмĕнче водительте ĕçлеме тытăннă, 1985 çултанпа – "Гвардеец" совхозра, 2002 çултанпа – "Агрофирма "Карлинская" хуçалăхра. 2003 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.

Анатолий Иванович АРХИПОВ (15.11.1942 – 30.08.2004, Виçпÿрт Шăмăршă). 1969 çулта "Шемуршинский" совхозра инженерта ĕçлеме пуçăннă, çак ĕçре 35 çул пулнă. 1979 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика