Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шанăçа тÿрре кăлартăмăр...»

26 сентября 2012 г.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцине 128 делегатсăр (вăл шутра вырăнсенчи конференцисенче суйланă – 64, регион политика канашĕн 57 тата регион уйрăмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн 7 членĕ) пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, партин федерацин Атăлçи регионĕнчи агитаципе пропаганда тата политика клубĕсен ĕçĕн координаци Канашĕн ертÿçин çумĕ Екатерина Кузьмичева, Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, партин ĕç тăвакан Тĕп комитечĕн федерацин Атăлçи округĕнчи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен департаменчĕн пуçлăхĕ Лариса Жаркова, Мари республикинчи регион уйрăмĕн ертÿлĕхĕн делегацийĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕнчи депутатсем, Чăваш Енри ведомствăсен тата федерацин территори ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, район-хула пуçлăхĕсем – депутатсен пухăвĕсен председателĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Кун йĕркипе регламента çирĕплетнĕ хыççăн трибуна умне М.Игнатьев тухнă. Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин чăваш регион уйрăмĕ çĕр-шыври тата республикăри виçĕ суйлав кампанийĕнчен – Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕн суйлавĕсенчен ăнăçлă тĕрĕсленсе тухнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ малалла республикăри политика лару-тăрăвне тĕплĕ тишкернĕ, социаллă программăсене пурнăçланипе паллаштарнă пĕчĕк бизнеса аталанма майсем туса пани çинчен каласа кăтартнă.

Регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов XVII отчетпа суйлав конференцийĕ хыççăнхи тапхăр Владимир Путинпа Дмитрий Медведев сĕннĕ политикăпа экономика курсне, партин юлашки съезчĕсен йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн стратегине пурнăçа кĕртмелли ăнăçлă тапхăр пулнине çирĕплетнĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" кăçалхи майăн 25-26-мĕшĕсенче иртнĕ виççĕмĕш съезчĕ партин Уставне çĕнĕ улшăнусем кĕртнĕ хыççăнхи суйлавсем влаç тытăмне çĕнĕлле ĕçлеме, халăхшăн тата хастартарах тăрăшма, çивĕч ыйтусене вăраха ямасăр татса пама хистет, – тенĕ докладчик. – Тумалли-пурнăçламалли пайтах. Малашне те аталанăвăн локомотивĕ пуласса шанатăп".

Конференци делегачĕсем вăрттăн тата альтернативлă майпа партин регион уйрăмĕн секретарьне суйларĕç, политканаш тата тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышĕсене çирĕплетрĕç. Секретарь ĕçĕсене малашне те Николай Малов туса пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика