26 сентября 2012 г.
РАЙОНТИ хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсен юлашки тапхăрĕ пырать. Тыр-пула пĕтĕм лаптăксем çинчен пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç – кашни гектартан 20,1 центнер.
Кĕр тыррисем акма хальлĕхе виçĕ пин гектара яхăн çĕр хатĕрленĕ, 1360 гектар çĕртме сухи тунă.
Кăçал кĕр тыррисене 3200 гектар акса хăвармалла пулсан, паянхи кун тĕлне вĕсене икĕ пин гектар ытла акнă, вăл шутран ыраш 620 гектар, кĕрхи тулă – 1590.
Хуçалăхсенче çĕр улмине те пĕтĕм лаптăксем çинчен кăларса илнĕ, вăтам тухăç – кашни гектартан 181 центнер.
Çавăн пекех, пахча çимĕçсене 19 гектар çинчен пĕтĕмпе 381,9 тонна е кашни гектар пуçне 201 центнер пуçтарса илнĕ. Сахăр кăшманне хальлĕхе çĕр гектара яхăн кăларнă, вăтам тухăç – кашни гектартан 210 центнер.