29 сентября 2012 г.
ШĂМĂРШĂРА пуçламăш классен шкулĕн çуртне ача сачĕ тума пуçлани çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл 5 ушкăн ачасене (90 вырăн) йышăнма пуçлĕ. Реконструкцин хакĕ – 51,1 млн тенкĕ. 2012 çулта республика бюджетĕнчен 40,9 млн тенкĕ куçарнă.
Хальхи вăхăтра ĕçсем хĕрсех малалла пыраççĕ, пÿлĕмсене хатĕрлеççĕ, ăшă пăрăхĕсене вырнаçтараççĕ. Тул енчен те çурта çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, сайдинг çапса илемлетеççĕ. Ача сачĕн территорийĕнче те тирпей-илем енĕпе ĕçлеççĕ: ача-пăча вылямалли лаптăксенче "беседкăсем", "кăмпасем" тата ытти ăпăр-тапăр вырнаçтараççĕ.