29 сентября 2012 г.
ПУРНĂÇ пурăнасси – уй урлă каçасси мар. Этем кун-çулĕ тикĕссĕн шуса иртмест: савăнмалли те, пăшăрханмалли те тупăнать. Апла пулсан та кашниех ăна тивĕçлипе пурăнса ирттерме ăнтăлать. Каярах çĕр çине килнисем валли ырă ят хăварма тăрăшать.
Хайпăлара пурăнакан Анатолийпе Лидия Васильевсем пĕр çемьене чăмăртанса пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитрĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе савăнăçра та, хуйхăра та пĕрле пулатпăр тесе тупа тунине самантлăха та манман. Туй кунĕнчи пил сăмахĕсене те асран кăларман, ватăсенчен иртмен.
Пурăна-киле туслă çемьере йыш та хушăнма пуçланă. Васильевсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. (Шел, пĕр ывăлĕн кун-çулĕ питĕ кĕске пулнă, вăл вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă). Ыттисем вара пурте çемьеллĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнмаççĕ пулсан та вĕсем патне час-часах килсе çÿреççĕ, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Анатолий Андреевичпа Лидия Васильевна хăйсем те аптăрамаççĕ-ха, сывлăхпа çÿреççĕ. Çулĕсем самаях пулсан та выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ, пахча çимĕç те туса илеççĕ. Ĕçсĕр тунсăхласа пурăнма хăнăхман вĕсем. Мĕн пĕчĕкрен çăкăр мĕн тути каланине туйса çитĕннĕ.
Толя тете 7 класс пĕтерсенех ĕçлеме пуçланă, тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Ырми-канми тăрăшнăран (ĕç стажĕ – 45 çул ытла) ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Хăй вăхăтĕнче "Чи лайăх колхозник", "Колхозăн чи лайăх строителĕ" пулнă, "Коммунизм ĕçĕн ударникĕ" паллă та пур унăн. "Правда" колхоз саланичченех Хисеп хăми çинче Анатолий Васильевăн сăн ÿкерчĕкĕ çакăнса тăнă.
Лидя аппа та, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, нумай çул хушши выльăх-чĕрлĕх санитаркинче ĕçленĕ. Çынсене кăнтăрла та, çĕрле те пулăшма васканă: аптăранă выльăх-чĕрлĕхе сыватма тăрăшнă. Халĕ те Лидия Васильевнăна ырăпа кăна аса илеççĕ.
Васильевсем ял канашĕн депутачĕсене те суйланнă, халăхшăн тимленĕ.
Чăннипех те телейлĕ вĕсем. Лидия Васильевнăпа Анатолий Андреевича савăнтараканĕсем – куç тулли мăнукĕсем тата мăнукĕсен 2 ачи. Хăйсен несĕлĕ малалла тăсăлнăшăн, кĕçĕнреххисем ырлăх кÿнĕшĕн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртеççĕ Васильевсем.