29 сентября 2012 г.
ÇУЛТАЛĂКĂН кирек хăш вăхăтĕнче те илемлĕ вăрман: илĕртет вăл, хăй патнеллех туртать. Тулăх та пуян унăн тĕнчи, хăйне евĕрлĕ. Эпĕ хам та вăрмана тăтăш çÿреме юрататăп: çулла çырла тататăп, кайран кăмпа пуçтаратăп. Хĕлле вара унăн уçă сывлăшĕпе кăкăр тулли сывлатăп. Кашнийĕнчех вăрмана тулли кăмăлпа пырса кĕретĕп. Анчах, малалла утнăçемĕн, шаларан шаларах кĕнĕçемĕн, тепĕр чухне савăк кăмăл туххăмрах çухалать.
Хальхинче те çаплах пулчĕ. Кăмпаллă вырăнсем ăçтараххине лайăх пĕлетĕп те, çавна май вăрманта пĕччен, никама чăрмантармасăр çÿреме кăмăллатăп.
Кăмпа тенĕрен, вăрман çимĕçĕ кăçал чăннипех тулăх – "лăпкă сунара" кăмăллакансемшĕн чăн-чăн ырлăх темелле: тат та тат, ан ÿркен кăна. Карçынкка тулнине сисмерĕм те. Мăнтăр шурă кăмпасем те хăйсене вăхăтра татшăнăш кăмăллă пулас: тинех хамăрăн вырăна тупрăмăр тенĕнех туйăнаççĕ.
Пĕр тунката çине канма лартăм. Йĕри-тавра пăхкалатăп. Эй, турах: пĕр пĕчĕк лаптăкрах мĕн чухлĕ çÿп-çап! Унта пластик савăк выртать, леререх – консерва банки йăваланать. Тепĕр çĕрте вара такам полиэтилен хутаç пăрахса хăварнă. Ку – пĕр пĕчĕк лаптăкра çеç-ха, куçсем умрине çеç курни. Вăрманĕпе илес пулсан; Куç умне мĕнлерех ÿкерчĕк тухса тăни каламасăрах паллă.
Вăрман сукмакĕсемпе утнă май кашни утăмра тенĕ пекех мĕн те пулин куратăнах – эрех-сăра кĕленчисенчен пуçласа темĕн тĕрлĕ ăпăр-тапăр таранчченех. Уйрăм лаптăксенче вĕсем кăмпасенчен те ытларах-тăр! Ятарласа акса ÿстернĕ тейĕн.
Хамăрах айăплă мар-и-ха çакăншăн; Такам килсе пăрахса хăвармасть вĕт çак тасамарлăха, хамăрах унта-кунта вăркăнтаратпăр. Çырлана, кăмпана килсен те çынсем хыççăн мĕн те пулин выртса юлатех. Е вăрманта курăнмасть тетпĕр-ши;
Ку çеç те мар-ха. Хăшĕсем тĕрлĕ çÿп-çапа, юлашки, кирлĕ мар строительство материалĕсене те кунта машина-тракторсемпех тиесе килсе пушатса хăвараççĕ. Вăрманшăн та, экологишĕн те сиенлĕ вĕт-ха çакă. Çак таса марлăх çумăр е юр шывĕпе çырмасене те сăрхăнать вĕт. Çакă, ман шутпа, Палтиелĕнчи шыв хранилищишĕн те сиенлĕ. Пыра-киле çак шыва хамăрăнах ĕçмелле пулать вĕт.
Тирпейлĕ пуласчĕ вăрманта, ăна яланах тасалăхра тытасчĕ.