Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр тĕрленчĕкĕ

29 сентября 2012 г.

КĔР илемне халалласа сăвă çырман поэт çук та пулĕ. Çак тапхăр сăвăçсене çеç мар, кашни çын чун-чĕринех тыткăна илет.

Ылтăн кĕркунне... Йывăçсем – сап-сарă. Çулçăсем, лĕп çил вĕрсе илнĕ май, татăлаççĕ те сывлăшра çаврăнаççĕ. Ÿкем-ши, ÿкем мар-ши теççĕ пулĕ ĕнтĕ ахăртнех. Анчах çĕр туртăмĕ вăйлăрах пулĕ çав: чăштăр-чăштăр çулçăсем йывăçсен айне çемçе кавир пулса сарăлаççĕ. Хăшĕсене çил аяккарах вĕçтерсе каять.

Кĕр çитнĕрен пилеш вăтаннă, авă. Çырлисем çеç мар, çулçисем те хĕрелнĕ. Туратсем куç умĕнчех çаралса пыраççĕ. Ăнса пулнă çырлисем – хĕл кунĕсенче уйăпсемпе пилеш кайăкĕсемшĕн тулăх апат.

Хырсемпе чăрăшсем çеç çаплах симĕс. Вĕсем ытти йывăçсем умĕнче мухтаннăн та туйăнать: "Мĕн эсир, хĕл умĕн çап-çара ларса юлатăр вĕт. Эпир вара ĕмĕрĕпех ешĕл тумлă. Шартлама сивĕсенче хамăрăн лăсăсемпе вĕçен кайăксене те хÿтлĕх паратпăр".

Кайăксем тенĕрен, вĕсен юррисем текех илтĕнмеççĕ ĕнтĕ. Кăнтăра, ăшă çĕрсене вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ вĕсем. Çунатлă туссене сăрт-тусем, тинĕссем урлă инçе çул кĕтет.

Уй-хирсем те пушаннă ĕнтĕ. Çакна курма тунсăхлă та пек, çав вăхăтрах çĕр ĕçченĕсем мĕн акса-лартса ÿстернине вăхăтра пухса кĕртни савăнтарать те. Куçа илĕртсе уçăм ешĕлленет, çуркуннене аса илтерет.

Сад пахчисенче те – хăйне евĕр илем. Хăш-пĕр чечексем, çу иртрĕ пулин те, кĕре парăнасшăн мар-ха, вăхăта тăсса хăйсен капăрлăхне сыхласа хăварасшăн.

Таврара – ылтăн кĕркунне, куç тулли ытарайми илем. Темшĕн çак асамлăхра яланлăхах юлас килет... Кун пек чухне, кĕркунне пулсан та, чунра – çуркунне.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика