Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Касатăн, вататăн – явап тытатăн

29 сентября 2012 г.

ÇĔР-ШЫВРА Хĕрлĕ кĕнекене ахальтен туса хуман. Çакна пурнăç – ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсен тĕнчин хăш-пĕр тĕслĕхсем сахалланса пыни хистенĕ. Вĕсенчен хăшĕсем ытла сахалланса юлнă. Пур пеккисене те пулин упраса хăвармасан, вĕсем çĕр çинчен яланлăхах çухалас хăрушлăх пур.

Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ ÿсентăрансем, чĕрчунсем, хурт-кăпшанкăсем пирĕн тăрăхра та тĕл пулаççĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнчех, акă, юлашки çулсенче вĕсен темиçе тĕслĕхĕсене тупса палăртнă. Çакнашкаллисем татах та пулма пултараççĕ, ку тĕлĕшпе парк ĕçченĕсем чăннипех пысăк ĕç туса ирттереççĕ.

Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ ÿсентăрансене татма, тăпăлтарма пачах та юрамасть. Çапла хăтланни закона пăсни шутланать, çакна экологи правине пăсни тесе хаклаççĕ, айăплисене çирĕп ответ тыттараççĕ, вĕсене пысăк штраф кĕтет. Сиен калăпăшне категорисем тăрăх палăртаççĕ. Енчен те йĕркене патшалăх шайĕнче сыхласа упракан территорире пăссан, штраф хисепĕ икĕ хут таранах ÿсме пултарать.

Вĕçен кайăксен йăвисене аркатни, чĕпписене тытса пĕтерни те – йĕркене пăсни. Çут çанталăк ылмашăвĕ те пăсăлать кун пек чухне. Мĕншĕн тесен, кашни кайăкăн – хăйĕн пĕлтерĕшĕ, вĕсемпе çут çанталăк хушинчи çыхăну та çакнашкал. Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ вĕçен кайăксене тытнăшăн та пысăк штраф кĕтет, унăн калăпăшне фауна тĕслĕхне тĕпе хурса палăртаççĕ.

Тытма юраман тискер чĕрчунсене (пирĕн тăрăхра та пур вĕсем) тытнăшăн та пуçран шăлса каçармаççĕ. Хурт-кăпшанкăпа шывра пурăнакан чĕрчунсем пирки те çакнах каламалла. Пирĕн тăрăхра вĕсенчен чылайăшĕ питĕ сайра тĕл пулаççĕ, хăшĕ-пĕрисем вара пĕтсе пыраканнисем шутланаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика