Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен, сан яту сумлă

03 октября 2012 г.

Вĕрентекен, сан яту сумлă

Вĕрентекенĕн ĕçĕ çăмăл мар. Вăл пĕтĕм вăйне ачасене ăс панă çĕре ярать. Унăн ăшши, юратăвĕ кашни вĕренекенех çитет. Пурне те пĕр пек пĕлÿ пама тăрăшать.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕ Ирина Хафизова хăйĕн профессине чун-чĕререн юратать. Вĕрентекенсен çемйинче çуралнăскер, учителĕн ĕçĕ çăмăл пулманнине яланах туйнă. Апла пулсан та вĕрентекен пулса тăнă. Вăл 17 çул ĕнтĕ ачасене вулама, çырма, задачăсем шутлама вĕрентет. Ăш пиллĕхлĕ, ырă кăмăллă Ирина Харитоновна вĕрентекенсемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те яланах пĕр чĕлхе тупать. Уроксене те вăл интереслĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртсе ирттерет. Вĕренекене тарăн пĕлÿ парасси – унăн пĕрремĕш тивĕçĕ.

И.Хафизова сывă пурнăç йĕркине те çирĕп пăхăнать. Телейлĕ ача амăшĕ хăйĕн вĕренекенĕсене спорта юратма, сывлăхлă çитĕнме вĕрентет. Хăй те ăмăртусене хастар хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика