03 октября 2012 г.
Автостанцие хирĕç çул урлă вырнаçнă "Кооператор" кафене маларах "Пельменная" тенĕ. Халĕ те кивĕ ячĕ нумайăшĕн асĕнче юлнă, çавăнпах ăна çаплах калаççĕ. Ячĕ улшăннă пулсан та унта ĕçлекенсен тивĕçĕ улшăнман. Кунта вĕри апат та, кукăль-икерчĕ те ас тивме пулать."Кооператор" кафене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ витринăсемпе сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Стенасене сăрланă, чÿречесене улăштарнă, илемлĕ карăсем карса капăрлатнă. Кухньăна та илемлетнĕ, тĕс кĕртнĕ. Çакнашкал кафе пурне те килĕшет. Унран та ытларах, кунта хатĕрлекен апат-çимĕç çынсен кăмăлне каять. Яшка, пăтă, салат хатĕрленисĕр пуçне поварсем шашлăк, пельмень, манты тата ытти апата янтăлаççĕ. Вĕсене "Шăмăршă коопторг" сахал яваплă обществăн районти лавккисене те сутма ăсатаççĕ.
Кафере вăй хуракансем ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ. Галина Гордеевапа Надежда Маркова буфетчицăсен çаврăнăçулăхĕпе ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Хăйсен вырăнĕнче вĕсем тапăртатса кăна тăраççĕ. Кунне çĕр-çĕр çыннăн ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Общепит, райпо тытăмĕнче Галинăпа Надя 20 çула яхăн вăй хураççĕ. Кухньăра ĕçлекенсен ăсталăхĕпе пултарулăхĕ те таçтанах курăнать, сисĕнет, Галина Портнова аслă поварпа Вера Иванова тата Ирина Погашова поварсем ир пуçласа каçчен вĕри плита тавра чупкалаççĕ: касаççĕ-тураççĕ, вĕретеççĕ-сивĕтеççĕ, авăртаççĕ-пăтратаççĕ. Кунĕпех вĕсен аллисенчен çăпала-турилкке, çĕçĕ каймасть тесен те йăнăш мар. Чун-чĕререн юратаççĕ вĕсем хăйсен ĕçне. Çынсене тутлă та техĕмлĕ апат çитерессине пĕрремĕш вырăна хураççĕ. Оксана Долгова кухня ĕçченĕ те хăйĕн тивĕçĕсене тĕплĕ пурнăçлать.
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕрен "Кооператор" кафере ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Кунта яланах шÿт-кулă, савăнăçлă калаçу илтме пулать. Çавăнпах пулĕ çакăнта килсе çÿрекенсем кафе ĕçченĕсем пирки ыррине çеç калаççĕ.
Çынсем халĕ хăйсен пурнăçри паллă кунсене кафере, ресторанта палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Юбилей, банкет тăвас шутлисем валли "Кооператор" алăкĕ яланах уçă. Маларах килсе калаçса татăлмалла та, ĕçĕ те пулнă. Сирĕн кăмăла каймалла ĕçме-çиме янтăласа та парĕç, пухăннă тус-юлташпа тăван-пĕлĕше савăнма илемлĕ юрă-кĕвĕ те янраттарĕç.