03 октября 2012 г.
Октябрь уйăхĕ пĕлÿ тĕнчипе ытларах çыхăннăран Чăваш наци конгресĕ республикăри Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Г.Н. Волков ячĕллĕ этно-педагогика институчĕпе пĕрле октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче Пĕлÿ уйăхлăхне ирттерме йышăннă.
Программăра – паллă вĕрентекенсемпе, ăсчахсемпе тĕл пулусем, ятарлă каçсем, ăслăлăх практика конференцийĕсем, уçă уроксем тата ытти мероприяти.
Октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче республикăри чи паллă, хастар вĕрентекенсене халалланă "Чĕре кĕввисем" телетĕпелпе вĕçленĕ.