03 октября 2012 г.
ГИТАРА – хăйне евĕрлĕ музыка инструменчĕ. Хăшĕсен аллинче вăл чăннипех чунлă тейĕн – ун хĕлĕхĕсем çын кăмăл-туйăмне витĕр уçса параççĕ. Çакна район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕ пуçарнипе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче пулса иртнĕ "Ешĕл гитара" фестиваль лайăх çирĕплетрĕ. Çут çанталăкпа юрра-кĕвве юратакан çынсене пĕрле пуçтарчĕ вăл. "Ешĕл гитара" – юрă-кĕвĕ фестивалĕ çеç мар, çут çанталăк ытамне тунă хăйне евĕрлĕ утăм та. "Çăкалăх çăтмахĕ" кану уçланки пурне те хапăл пулчĕ. Кашни юрăрах – çут çанталăк, экологи теми. Гитара каласа юрлакансем хăйсен шухăшĕсене тĕрлĕ енлĕн уçса пама тăрăшрĕç. Çавах та чи кăсăкли "Гитара - чун ыйтнипе" пултарулăх конкурсĕ пулчĕ.
Жюри чи лайăххисене тĕрлĕ номинацире палăртрĕ. "Çут çанталăк çинчен юрланă чи лайăх юрă" номинацире, сăмахран, Кивĕ Чукалти Надежда Захарова палăрчĕ. "Чи лайăх дуэт" – Шăмăршăри Татьяна Яковлевапа Алена Романова. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнчен килнĕ Николай Ильин хăй çырнă юрă та чи лайăххисен шутне кĕчĕ.
"Турист классикинчи чи лайăх юрра юрлакан" номинацире Шăмăршăри Людмила Ермолаева пурне те тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Куракансемпе итлекенсен призне вара Пуянкассинчи Валерий Петров тивĕçрĕ. Çак ялти Николай Андреев – итлекенсем чи килĕштерни.
"Наци паркĕн çывăх тусĕ" номинаци те пулчĕ. Ку конкурсра жюри Кахăрлă Шăхалĕнчи Надежда Федотова пуринчен те лайăххи тесе палăртрĕ. "Гитарăпа оригиналлă вылякансем" номинацире Шăмăршăри Линар Пелеев, Антон Яковлев, Андрей Хафизов хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăтĕнчи Николайпа Иван Ильинсем – чи лайăх çемье дуэчĕ.