Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асрах эсир – вĕрентекенсем

03 октября 2012 г.

Кашни çыншăн вĕрентекен малти вырăнта. Вĕсем пире вулама, çырма, задачăсем шутлама вĕрентеççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне эпир вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр, вĕсен сăмахĕсене итлетпĕр. Вĕрентекенсем пире ырă пулма, çĕр-шыва юрăхлă професси суйласа илме хавхалантараççĕ. Эпир вĕсем умĕнче татăлми парăмра.

Манман-и, ас тăваççĕ-и-ха шкулта халĕ ĕçлекен вĕрентекенсем хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсене;

Рудислав СОРОКИН, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

– Пĕрремĕш вĕрентекен нихăçан та асран тухмĕ. Вăл – пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрекен хаклă та юратнă Елена Васильевна Дмитриева. Пире вăл яланах тăрăшса вĕренме, аслисене итлеме, ватăсене пулăшма, кĕçĕннисене хÿтĕлеме хăнăхтаратчĕ. Уроксенче, çăвара шыв сыпнăн, ун çинчен куçсене илмесĕр итлесе лараттăмăр.

Надежда Ухтиярова, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ:

– Пĕрремĕш хут парта хушшине ларнăранпа нумай вăхăт иртрĕ. Апла пулсан та пуçласа шкул алăкне уçса кĕнĕ саманта паянхи кун пекех ас тăватăп. Нина Федоровна Медведева вĕрентекен асăмра чи çутă та таса туйăмсем хăварнă. Çавăн чухнех вĕрентекенсем мĕн тери усăллă ĕç тунине, вĕсен ĕçĕ еплерех йывăр пулнине ăнланаттăм, халĕ çакна хам та туятăп.

ВЕРА ХОРЬКОВА, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ:

– Мĕнле манăн-ха пĕрремĕш вĕрентекене; Галина Николаевна Такаева чи ырă, илемлĕ, çепĕç чĕлхеллĕ вĕрентекен пулнă маншăн. Пур енчен те ун пек пулма тăрăшнă эпир, унран тĕслĕх илнĕ.

АЛЕВТИНА ЕРМОЛАЕВА, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕ:

– Пире 36 ачана пĕрремĕш хут класа Анна Михайловна Яковлева çавăтса кĕчĕ. Ырă кăмăллă, ĕçчен вĕрентекен пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех пулнă. Вăл пирĕнпе хăйĕн тĕпренчĕкĕсемпе калаçнă пек пуплетчĕ, пуçран ачашлатчĕ, тăрăшса вĕренме хавхалантаратчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хам та вĕрентекен профессине суйласа илтĕм.

Людмила СЕРГЕЕВА, Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти социаллă педагог:

– Пĕрремĕш урок, пĕрремĕш вĕрентекен... Мĕнле манăн-ха вĕсене; Анна Алексеевна Сандиерована нихăçан та асран кăларассăм çук. Маншăн вăл чи хаклă çынсенчен пĕри, пĕлÿ тĕнчине çул уçса параканĕ.

Валентина МАНДРЮКОВА, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ:

– Олимпиада Николаевна Уркина мана вулама, таса, хитре çырма вĕрентрĕ. Паянхи кун та эпĕ унпа çыхăнăва татмастăп. Курнăçса калаçатпăр, шкулти ĕçсем пирки сÿтсе яватпăр.

Елена КУДРЯШОВА, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн методисчĕ:

– Чи ырă та ăшă туйăмсемпе аса илетĕп эпĕ Мария Михайловна Богачевана. Вăл пире ăс парассишĕн ырми-канми тăрăшатчĕ, пирĕн савăнăçа, пăшăрханăва пĕрле пайлатчĕ. Вăл яланах асра юлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика