Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсене уяв ячĕпе саламланă

06 октября 2012 г.

Районти 12 шкулта 1625 вĕренекене 170 вĕрентекен вĕрентет. Шкулта вăй хуракансем пурте квалификаци категориллĕ, пысăк опытлă.

Çав хушăрах çĕнĕ кадрсемпе пуянланаççĕ ĕç вырăнĕсем. Кăçал Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта географи предметне вĕрентекен çамрăк специалист Андрей Измайлов, Васанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Ирина Самсонова математика вĕрентекенĕ ĕçлеме пуçланă.

Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлама пирĕн районти шкулсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков килсе çитнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валерий Фадеевпа Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Палтиелĕнчи тата Анат Чаткасри шкулсенче пулса курнă.

Олег Васильевич хăйĕн сăмахĕнче вĕрентекенсем пысăк ĕç тунине, вĕсен пĕлтерĕшĕ обществăшăн паллă вырăнта пулнине палăртнă. Вăл вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятĕнчен те саламланă.

Валерий Фадеев та вĕрентекенсене курăмлă ĕçсем тунăшăн, ачасене вĕрентессинче ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă, пурне те уяв ячĕпе саламланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика