06 октября 2012 г.
ВИÇĔМ КУН район администрацийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ертсе пынипе хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленнине, уй-хир ĕçĕсене, налук ыйтăвĕсене пĕтĕмлетсе канашлу пулса иртнĕ.
Çанталăк сивĕтнĕ май районта октябрĕн 1-мĕшĕнчен вара хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă. Чи малтанах сиплев, вĕрентÿ учрежденийĕсене, ача сачĕсене ăшă пама тытăннă. Хальлĕхе 31 котельнăйран 17-шĕ ĕçлет. Çавăн пекех, нумай хваттерлĕ çуртсене те ăшă пырать.
Районта кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Тĕш тырăсене мĕн пур лаптăксем çинчен пухса кĕртнĕ, пĕтĕмпе 20076 тонна тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç – кашни гектартан 20,1 центнер. Çĕр улмине те 100 проценчĕпех кăларнă. Сахăр кăшманне 139 гектар çинчен кăларса илмелле пулсан, хальлĕхе ку ĕçе 90 гектар çинче пурнăçланă. Тухăç начар мар темелле – пылак тымар çимĕç кашни гектартан 220 гектартан кая мар тухать. Силослăх культурăсен лаптăкĕсем те пушаннă, улăма та йăлтах пухса тирпейленĕ. Çавăн пекех, çитес çул акса хăварма вăрлăхсене кирлĕ чухлĕ хывса хăварнă.
Выльăхсене хĕл каçарас тĕлĕшпе те йывăрлăхсем пулмалла мар – апат çителĕклинчен ытларах та янтăласа хăварнă: 3545 тонна утă, 9150 тонна сенаж, 3500 тонна силос.
Çĕр хатĕрлес, кĕр тыррисем акас ĕçсем те малалла пыраççĕ. Хальлĕхе пĕтĕмпе 2890 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕр тыррисене 3200 гектар акса хăвармалла пулсан, çак ĕçĕн çитмĕл ытла процентне пурнăçланă.
Канашлура çавăн пекех çĕр налукĕн, пурлăхран илекен налуксен ыйтăвĕсене те хускатнă.