06 октября 2012 г.
Шăмăршăри Космовский урамĕнчи "Христос çурални" ячĕллĕ чиркĕве тăвасси малалла пырать. Пĕлтĕр çу кунĕсенче унăн тĕп куполĕсемпе хĕресĕсене хăпартнăччĕ ĕнтĕ. Турă пилĕпе, ырă çынсем пулăшнипе сăваплă объектри ĕçсене ăнăçтарса пырса, октябрĕн 4-мĕшĕнче чиркÿ алтарĕ çинчи тата икĕ енчи куполсемпе хĕрессене те вырнаçтарчĕç.
Малалла тăвакан чиркÿ умне çак кун православи тĕнне ĕненекенсем йышлăн пухăнчĕç. Кунта Улатăр епископĕ тата викарийĕ Стефан, Кăнтăр енчи 5-мĕш округ благочиннăйĕ Сергий протоиерей, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи священниксем, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, юлашки çулсенче чиркÿ тăвассинче сисĕмлĕ пулăшу парса тăракан П.Батров предприниматель тата ыттисем те килсе çитрĕç.
Сăваплă мероприятие пуçласа Стефан епископ куполсемпе хĕрессене кĕл туса тата çвятуй шывпа сапса тасатрĕ. Кун хыççăн хăватлă автокран вĕсене чиркÿ çине хăпартрĕ.
Стефан владыка пурне те çак савăнăçлă пулăм ячĕпе ăшшăн саламларĕ, Турă ĕненĕвĕ çынсен чун-чĕрине таса туйăмсемпе пуянлатма, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма, ырă ĕçсем тума вăй-хăват парса тăнине палăртрĕ. Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, чиркÿ тума пулăшакан, Ульяновскри "Свияжская строительная компания" ОООри директорсен совечĕн председателĕнче тăрăшакан ентешĕмĕр П.Батров, Сергий протоиерей тухса калаçрĕç, пурне те паллă пулăм ячĕпе саламларĕç.
Савăнăçлă пухăва вĕçлесе Шăмăршăри "Христос çурални" чиркÿ настоятелĕ Николай протоиерей чиркÿ тума пулăшакансене ятран асăнса чĕререн тав турĕ, Турă умĕнчи сăваплă объектра пулăшу малалла та пĕр тикĕс пырасса ĕненнине палăртрĕ, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма, ырă чун-чĕреллĕ пулма, Турă халалĕсене яланах ăшра тытма ырлăх-сывлăх сунчĕ.