06 октября 2012 г.
ĔЛĔКРЕНПЕХ чăвашсем кĕр мăнтăрĕпе туйсем тума тăрăшнă. Паян кун та çакна пăрахăçламаççĕ. Таврана кисретсе, çынсене тĕлĕнтерсе районта сентябрь уйăхĕнче 9 хутчен туй кĕрленĕ. Çамрăксем мĕн виличчен пĕрле тату та килĕштерсе пурăнма ашшĕ-амăшĕ, тăванĕ-юлташĕ умĕнче тупа тунă.
Паллах, килĕшÿллĕ те туслă çемьере ачасем те çут тĕнчене килеççĕ. Иртнĕ уйăхра ЗАГС уйрăмне ача çурални çинчен çыртарма 24 ашшĕ пынă. Вилекенсен шучĕ вара, çак уйăхра çуралакансемпе танлаштарсан, чакнă, ĕмĕрлĕхех 14 çын куçĕсене хупнă.
Уйрăлни çинчен 1 акт кăна çырни те ырă пулăм тесе палăртмалла. Ĕмĕрлĕхе пĕр-пĕрне суйласа илнĕ пулсан, мĕншĕн уйрăлмалла-ха;