06 октября 2012 г.
КАМ та кам вăхăт туйăмне çамрăкранах ăша хывса ăнланса илет – вăл пурнăçра та хăй хыççăн ырă йĕр хăваратех. Ватлăх çывхарса çитсен, утса тухнă çулсене пĕтĕмлетсе, пирĕн чăваш çынни лăпкăн кăна: "Ыттисем пекех пурăнма тăрăшрăм пек те, тем пулчĕ ĕнтĕ, сиссе те юлаймарăм – пенсие тухма та вăхăт çитрĕ", – тет сăпайлăн.
Шăпах çак сăмахсене калама тивĕçлĕ пурнăç тăршшĕпех ĕçченлĕхпе ыттисенчен уйрăлса тăнă Иван Велюшевич Мульдияров – чăваш ял хуçалăх академийĕн "Приволжское" вĕренÿ хуçалăхĕн техника хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕн тĕп инженерĕ.
Çăмăлах пулман Иван Велюшевич утса тухнă пурнăçăн тумхахлă çулĕ. Вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă ачалăх кунĕсене, шкула пир сумкă çакса таканлă çăпатапа çÿренĕ вĕренÿ çулĕсене вăл ытти пин-пин ача пекех вĕсемпе пĕрле нăйкăшмасăр чăтса-тÿссе ирттернĕ.
Мĕн пĕчĕкрен ял пурнăçне, унăн йÿçĕ тути-масине, йывăрлăхне лайăхах тутанса пăхнăскер, Ванюш ун чухне хăй пирки мар, ял çынни алă вĕççĕн тăвакан ĕçсене çăмăллатма пулать-ши тесе шутланă иккен. Ĕненмелле те мар пек, анчах вăл утса тухнă пурнăç çулĕ чăннипех те çавна çирĕплетсе парать.
– Кăвапана пăртарса утă çуласси, ака-суха тăвасси, уй-хирте тырă вырнă вăхăтра пуç çĕклемелле мар шăрăх тăнипе çан-çурăмран тăварлă тар тухни, куçа-çăвара кĕни чуна илетчĕ. Çапах та, ача пулин те, чăтнă вĕт-ха. Кино тени яла килсен малтан, илемлĕ фильм кăтартма пуçличчен, журнал-хроникăпа паллаштарчĕç, – аса илет ветеран. – Таçта, çичĕ тинĕс леш енче, комбайнсем, утă çулакан косилкăсем, эпир алăпа тăвакан ĕçсене епле çăмăллăн та ăмсанмалла пурнăçланине курсан – куç-пуç чарăлса каятчĕ. Эх, çак ырлăхра çăмăллăх паракан техника пирĕн енне хăçан килсе çитĕ-ши; Курса пулĕ-ши ăна; Çук пулĕ, – тесе эпĕ ун чухне мĕн чухлĕ шухăшламан-ши.
Тăван ялĕнчи – Виçпÿрт Шăмăршăри шкул тан вĕренсе тухсан, 1956 çулта Ванюш Канашри ял хуçалăх механизаци училищине вĕренме кĕрет, ун хыççăн Шăмăршă МТСĕнче тракторист пулса ĕçлеме тытăнать.
– Халĕ вăл комбайнер, шофер никам та мар пек туйăнать. Ун чухне эпир – техникăпа çыхăннă çынсем – чаплисенчен чаплисем пулнă, пирĕн çине ыттисем ăмсанса пăхнă. "Механизатор" сăмах мăнаçлă та сумлă ят пулнă вăл хăй вăхăтĕнче, – тет Иван Велюшевич. – Пурнăçра çĕнĕ çынсемпе паллашас тесе Тюмень облаçне стройкăна тухса кайрăм. Пурнăç мана тĕлĕнмелле ырă чунлă çынсемпе паллаштарчĕ. Хальхипе танлаштаратăп та – ун чухне çав ламри çынсем сивлек чунлă марччĕ, пуянлăхшăн хыпса çунмастчĕç. Ютра пулин те, халиччен курман-пĕлмен çынсемпе эпĕ çав çулсенче хамăн савăнăçпа хуйха-суйха пайланă.
Шутлă çулсем хăвăрт шăваççĕ, Ванюш 1959 çулта хамăр енне таврăнать те Чĕмпĕрти ял хуçалăх институчĕн механизаци факультечĕн куçăмсăр уйрăмне вĕренме кĕрет, çав вăхăтрах Шăмăршăри РТСра двигательсем юсакан слесарь пулса ĕçлет, каярахпа, 1961 çулта, Чĕмпĕртен Шупашкара Чăваш ял хуçалăх институчĕн кăнтăрлахи уйрăмне вĕренме куçать.
Акă ĕнтĕ тинех Иван Велюшевич аслă пĕлÿ илнĕ инженер пулса тăрать. Институтра лайăх вĕреннине кура ăна тÿрех "Приволжское" вĕренÿ хуçалăхĕн тĕп инженерĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Унтанпа темиçе çул иртнĕ ĕнтĕ. Иван Велюшевич урăх хăйĕн ĕç вырăнне улăштарман. Çак хушăра кунта миçе çĕр студента малтанхи утăмсем тума ăслă канашсем парса пулăшман тăр.
Иван Велюшевича кунтах тĕпленсе пурăнма, ăнăçлă ĕçлеме вĕренÿ хуçалăхĕ кирлĕ пек условисем туса панă. Кунтах вăл хăйĕн Турă пÿрнĕ юратăвне тупнă, вăхăт çитсен Кăшавăшри вĕрентÿпе воспитани комплексĕнче математикăна вĕрентекен Валентина Григорьевнăпа пĕрлешсе, пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытса утса тухма шутланă, çирĕп сывлăхлă пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине тăратнă.
– Эпир Иван Велюшевича пуринчен те лайăх пĕлетпĕр, мĕншĕн тесен вăл пире çак хуçалăхра пуçламăш утăмсем тума вĕрентнĕ. Мĕнле ĕç шанса парсан та – тĕп инженер-и, юсав мастерскойĕн заведующийĕ-и, – пур çĕрте те шанăçа тÿрре кăларса пычĕ, – терĕ вĕренÿ хуçалăхĕн директорĕ Георгий Иванович Егоров, студент чухне хăй те Иван Велюшевичран вĕреннĕскер.