06 октября 2012 г.
Çут çанталăк газĕ пирĕн района çитнĕренпе 15 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Унăн ырлăхĕ нумай çăмăллăх кÿрет. Маларах пÿртсене вутă-кăмрăкпа хутса ăшăтнă пулсан, халĕ пĕчĕк çеç газ хуранĕ пире ăшăпа тивĕçтерет. Пÿртре кĕл-хăрăм та вĕçмест, вăраннă çĕре те ăшă, пÿлĕмсем сивĕнсе каймаççĕ.
Шăмăршăра халĕ нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăм газ хуранĕсем ларттарассишĕн ĕçсем пыраççĕ. Çакна çынсен пурнăçне татах та лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçлаççĕ. Котельнăйсенчен пыракан ăшă хĕллехи хутмалли тапхăр çитмесĕр те ăшăтаймасть. Çынсен вара çакна пула сулхăн, сивĕ хваттерсенчех кун кунлама тивет. Çавна пулах чирлесси те инçех мар. Кăçал çу кунĕсенче Шăмăршăри "50 лет Октября" урамри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем валли уйрăм хутса ăшăтма газ хуранĕсем лартассипе ĕçлерĕмĕр. Паллах, пĕр кунпа пулса иртекен ĕç пулмарĕ ку. Хăть те мĕнле ĕç те тÿлевлĕ. Çавăнпа хăшĕ-пĕрин укçа-тенкĕ енĕпе те йывăрлăхсем пулчĕç. Апла пулсан та, харпăр хăй хутса пурăнни меллĕрех-çке. Çынсем пур енлĕн йывăрлăхсене парăнтарчĕç, газ кĕртме тăрăшрĕç. Паянхи куна "50 лет Октября" урамĕнчи 2, 4-мĕш çуртсенчи 15 хваттер хăйсем тĕллĕн, пÿлĕмри газ хуранĕпе ăшăнма пуçланă. Çав вăхăтрах кунта çуртсене шыв кĕртесси, канализаци тăвасси вĕçленсе пырать. Çынсем пуçаруллă пулнăран, çак ĕçсене пурнăçлани хăйсемшĕнех лайăх пулнине ăнланса илни сисĕнет. Шел те, пĕр хварттерте пурăнакансем газ кĕртессинчен пачах та пăрăнса юлчĕç. Кайран вара, ушкăнран юлсан, "кăвак çулăма" кĕртме пĕрре те çăмăл пулмĕ. Тепĕр хваттерте электроэнергипе ăшăнса пурăннине те палăртса хăвармалла.
Маларах "50 лет Октября" урамĕнче пурăнакансем патне "Совхозная" котельнăйĕнчен 500 метр пăрăх тăрăх ăшă пыратчĕ. Шутласа пăхсан, мĕн чухлĕ ăшă çут çанталăка усăсăр ăшăтса тăнă.
Çавăн пекех кăçал Космовский урамĕнчи 12-мĕш çуртра та хваттерсене уйрăм газ хуранĕсене лартас тĕлĕшпе вăй хунă. Кунти 6 хваттере газ кĕртнĕ.
Çакăнпа кăна лăпланса ларма иртерех-ха. Сахал яваплă, "Жилкомсервис" обществăн тепĕр çул та нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене уйрăмшар газ хуранĕсем ларттарассишĕн çине тăрсах ĕçлеме тивĕ. Çавăнпа та хваттерсене газ кĕртессинчен çынсен хăраса ÿкмелле мар. Кашни пуçару – çынсемшĕн. Вĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн пурнăçланать.