06 октября 2012 г.
ПĔТĔМ çĕр-шыври пекех, иртнĕ тунти кун пирĕн районта та Ваттисен кунне анлăн паллă тунă, вăрçăпа тыл, ĕç ветеранĕсене – асатте-асаннесене, кукаçей-кукамайсене саламланă, малаллахи кун-çулта çирĕп сывлăх, телей тата канлĕ ватлăх суннă.
ШĂМĂРШĂРИ Культура аталанăвĕн центрне пухăннă сумлă хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан А.Смаева, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ Н.Ендиеров, пенси фончĕн управленийĕн начальникĕ О.Никифорова, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ И.Смирнова, аптека директорĕ И.Ларшников ăшшăн саламланă. Вĕсем ветерансем утса тухнă пархатарлă кун-çула, вĕсем тунă ĕçсене пысăка хурса хакланă. "Пирĕн сирĕнтен вĕренмелли чăннипех нумай, эсир пирĕншĕн – яланах ырă тĕслĕх", – çак шухăш палăрнă вĕсен сăмахĕсенче. Хисеплĕ ватăсем районти ветерансен канашĕн председателĕ Ю. Фролов тухса калаçнине те пысăк тимлĕхпе итленĕ.
Сăмах май, Шăмăршă ял поселенийĕнче ветерансене район центрĕнче çеç мар, Çĕнĕ Шăмăршăра та, Энтĕрьелĕнче те, Ирçе Тĕккинче те, Канаш паççулккинче те тивĕçлипе чысланă.
ПАЛТИЕЛĔНЧЕ пурăнакан ватăсем те хăйсене манса кайманшăн, хисеплесе чыс тунăшăн савăннине пытармаççĕ. Вĕсене уяв ячĕпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ К. Сейфутдинов саламланă, культура ĕçченĕсем чăваш, тутар, вырăс юррисемпе савăнтарнă.
ВАСАН ял поселенийĕнчи ялсенче пурăнакансем вара Кивĕ Шăмăршă клубне пухăннă. Ваттисен уявне Е.Исметовапа О.Егорова ăста ертсе пынă, çак куна хăçан, ăçта паллă тума пуçлани пирки интереслĕ каласа кăтартнă. Ватăсене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Ю.Старшов, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулма суйлама тăратнă кандидат И.Ларшников ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, телей суннă. Чăвашсен паллă композиторĕ А.Никитин ертсе пыракан "Янташ" эстрада ушкăнĕн концерчĕ те кашнинех килĕшнĕ.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРА та ватăсене яланах хисепе хураççĕ. Хальхинче те вĕсем уява хаваспах пухăннă, вĕсене ялти культура çуртĕнче тараватлăн кĕтсе илнĕ.
– Эпир сирĕнпе яланах мухтаннă, мухтанатпăр та. Эсир – пирĕншĕн ырă тĕслĕх, – тенĕ хăйсен салам сăмахĕсенче ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, психикăпа неврологи интерначĕн директорĕ, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Н.Поликарпов.
Ватăсене саламлама Шупашкартан эстрада артисчĕсем Л.Васильева тата В.Леонтьев килсе çитнĕ. "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕ те артистсенчен кая мар пулнă.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем çак кун ялти ветерансен çуртне çитсе унта пурăнакансен кăмăл-туйăмне çĕкленĕ, концертпа савăнтарнă.
КИВĔ ЧУКАЛТА вара Ваттисен кунĕ "Ан кулян эс ватлăх пăхнăшăн куçран" ятпа иртнĕ, ăна уçса пухăннисене чыслама ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Чамеев сăмах илнĕ. Ветерансен ятĕнчен А.Чурбанов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ М.Жамкова саламланă. Ватăсене вĕсен мăнукĕсем вуланă сăвăсем те, юрланă юрăсем те питĕ килĕшнĕ.
Ватăсене чысласа хисеп тăвасси ЧУКАЛ ял послеленийĕнче те çирĕп йăлана кĕнĕ. Вĕсем çакна чăннипех тивĕçлĕ. Ваттисен кунĕнче çеç мар, ытти чухне те. Ку – кашнин кулленхи пархатарлă тивĕçĕ. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ "Чей ĕçнĕ чух тунсăх сирĕлет" ятпа иртнĕ уяв никама та тунсăхлама паман. Хăшĕсене, тен, çамрăклăхне те аса илтернĕ пулĕ. Ахальтен çапла каламан-тăр: "Çулсем иртсен те чун ватăлмасть". Çаплах пултăрччĕ.
АНАТ ЧАТКАСРИ тĕп шкулта вĕренекенсем уява хатĕрленме чылай малтан тытăннă, кашни класăн ятарлă программа: сăвă-юрă вĕреннĕ, сочиненисем çырнă, сценкăсем хатĕрленĕ. Кăмăллă пулнă ватăсем ачасен пултарулăхĕпе. Хăйсене ял поселенийĕн тĕп специалисчĕ Н.Пименова, шкул директорĕ Т.Воробьева саламланă хыççăн вĕсен куçĕсем те шывланнă.
ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂРА пурăнакансем те хăйсене хисеп тунăшăн кăмăллă юлнă. Кунти ватăсем ялти шкул çуртне пухăннă, вĕсене тараватлăн та ăш пиллĕн кĕтсе илнĕ. Уява библиотека заведующийĕ Л.Егорова уçнă, пухăннисене ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин саламланă, Л.Егорована, Л.Падиарована, Н.Алюкована Хисеп грамотисем парса чысланă. Районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулма тăратнă кандидат И.Ларшников та ятарласа килсе çитнĕ. Уява хутшăннисем Аслă Отечествăлла вăрçăра пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса лартнă обелиск умне чечек кăшăлĕ те хунă.