10 октября 2012 г.
ОКТЯБРЬ уйăхĕнче çакнашкал çанталăк тăни питĕ сайра пулать.
– Çырла пиçмелли кун, – тет чĕкĕнтĕре завода леçме тасатса хатĕрлекен бригада ертÿçи Людмила Горбунова. – Кун пекех пулсан, ĕç вăраха тăсăлмалла мар.
"Шанс" ООО пирки сăмах пуçартăмăр кунта. Хуçалăхра сахăр кăшманне 45 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ĕçе механизациленĕ те, вăл курăмлă темелле.
– Чĕкĕнтĕр кăларакан комбайна кăçал Александр Хрисанов ĕçлеттерет, – тет хуçалăх ертÿçи Валерий Еремеев. – Ÿркенмест, çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Техникăна та тĕплĕн хатĕрлерĕ.
Кăларнипе çеç мар, чĕкĕнтĕре турттармалла та – унсăрăн ĕç чарăнса тăрать. Ку тĕлĕшпе вара Михаил Еремеев, Андрей Кирпичников механизаторсем тăрăшуллă – кустăрмаллă тракторсем рейс хыççăн рейс тăваççĕ. Ĕç ÿсĕмĕ буртсем вăрăмланса пынинчен те лайăх курăнать. Хальлĕхе вĕсем – виççĕ. Тăршшĕсем те кĕскех мар.
БМ-6 агрегатпа ĕçлекен Юрий Кузьминшăн та канăç çук. Чĕкĕнтĕр çулçине çулса пырать вăл. Хуçалăх ертÿçи унпа та кăмăллă.
Хатĕр продукцие хирте вырттараймăн, çанталăка та пур чухне те шанаймăн: паянхи хĕвеллĕ кун ыранах çумăрпа, йĕпе-сапапа ылмашăнма пултарать. Апла пулсан, васкани те кирлĕ. "Шанс" ОООра пылак тымар çимĕçе вырнаçтарма Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăри сахăр завочĕпе килĕшÿ тунă. Тасатса тирпейленĕ чĕкĕнтĕре унта Петр Шамеев водитель турттарать, кузова Валерий Чамеев тиесе тăрать. Водитель завода икĕ-виçĕ рейс тума та хатĕр те – анчах унта черет питĕ пысăк иккен.
– Паянхи куна 200 тонна ытла чĕкĕнтĕр тиесе ăсатрăмăр, – тет Валерий Еремеев. – Тухăç начар теме чĕлхе çаврăнмасть – çу каçа тăрăшни сая каймарĕ. Ĕçлекенсем те сахăрлă пулĕç: чĕкĕнтĕр заводран песук пулса таврăнать. Чĕкĕнтĕре ку эрнере, мĕнле пулсан та, кăларса пĕтересех тетпĕр.
Хуçалăхра чĕкĕнтĕр кăларакансене вĕри апатпа та тивĕçтереççĕ.
– Людмила Полякова повар илсе килнĕ апат хыççăн тата тăрăшарах ĕçлес килет, – теççĕ уй-хир ĕçченĕсем.