10 октября 2012 г.
Геннадий Пантелеймонович ЕЛИСЕЕВ (16.09.1938, Карапай Шăмăршă). 1959-1962 çулсенче Киров ячĕллĕ колхозра зоотехникра ĕçленĕ, унтан, 1965 çулччен – Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх ăратне çĕнетес тĕлĕшпе ĕçлекен станцире. Унтан каллех тăван колхоза таврăннă, тĕп зоотехник. 1989 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" ят панă.
Юрий Валентинович ЕРМОЛАЕВ (21.08.1954, Пăчăрлă Пашьел). 1975 çулччен Шупашкарти строительство организацийĕнче автокрановщик пулнă, унтан, 2002 çулччен – "Аврора" колхоз водителĕ. 2002 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Олег Михайлович ЕФИМОВ (29.02.1960, Çĕнĕ Шăмăршă). 1982-1984 çулсенче – Патăрьелĕн Шăмăршăри çул-йĕр участокĕн лини мастерĕ, 1984-1988 çулсенче "Сельхозхими" пĕрлешÿ автомеханикĕ. 1988 çултанпа – Шăмăршăри ДРСУ начальникĕ. 2004 çултанпа Шупашкарти "Чувашавтодорта" вăй хурать, хальхи вăхăтра – "ДОРИС" çул-йĕр строительствин управленийĕнче. 1999 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" ят панă.
Иван Антонович ЖУРАВЛЕВ (20.06.1936 – 28.09.2010). Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1966 çулта "Шемуршинский" совхоз директорĕ пулма çирĕплетнĕ, 1976 çулта КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйланă. 1990-1992 çулсенче Халăх депутачĕсен район Советне ертсе пынă. 1991 çултанпа – Перекет банкĕн Шăмăршăри уйрăмĕн управляющийĕ, çак ĕçрен тивĕçлĕ канăва кайнă. 1975 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Виталий Федорович ЗАХАРОВ (17.10.1957, Анат Чаткас). "Восход" колхозри трактор бригадин бригадирĕ, автомеханикĕ пулнă. 1982-1987 çулсенче – партин пуçламăш организацийĕн секретарĕ, ун хыççăн – ял Совечĕн председателĕ. 1992 çулта "Восход" колхоз председателĕ пулма суйланă. Хальхи вăхăтра – "Агрофирма" Колос" ООО ертÿçи. 2000 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Николай Сергеевич ИВАНЮКОВ (14.05.1937, Пăчăрлă Пашьел). Çичĕ класс пĕтерсенех плугарьте ĕçлеме тытăннă, кайран тракторист специальноçне алла илнĕ, ĕмĕрĕпех "Аврора" колхозра ĕçленĕ. Правительство наградисене те тивĕçнĕ. 1997 çулта "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
Михаил Николаевич ИЛЬИН (6.06.1926, Ярăслав). Çартан таврăнсан пурнăçне тăван ялпа, ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Ĕмĕрĕпех тракторпа ĕçленĕ. 1981 çулта ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.
Ринат Сабирзянович ИМАТДИНОВ (3.01.1938, Патирек). 1961 çулта "Искра" колхозра агроном пулса ĕçлеме тытăннă. 1977-1979 çулсенче – "За коммунизм" колхоз председателĕ. Çакăн хыççăн, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, "Ленинская искра", кайран "Искра" колхоз, ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн тĕп агрономĕ. 1975 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ" ят панă.
Валентин Тихонович ИСАЕВ (12.05.1956, Анат Чаткас). Ĕçри тăрăшулăхпа хастарлăхшăн "Восход" колхоз водительне "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.
Полина Яковлевна КАЗНАЧЕЕВА (18.05.1929, Анат Чаткас). Нумай çул "Восход" колхозра дояркăра ĕçленĕ, фермăранах тивĕçлĕ канăва кайнă. Ĕçри хастарлăхшăн ăна 1979 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Лев Александрович КАРЗАНОВ (1929, Кивĕ Чукал). Ĕç стажне трактористран пуçланă. Пĕр хушă "Волга" колхозра трактор бригадин бригадирĕ пулнă. 1963-1964 çулсенче – "За коммунизм" колхоз председателĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех автомеханикра тăрăшнă. 1987 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят панă.
Елизавета Алексеевна КОНДРАШКИНА (22.09.1931, Карапай Шăмăршă). Киров ячĕпе хисепленекен комплексла бригадăра ĕçленĕ, хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман. 1976 çулта "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă.
Иван Павлович КОРЧАКОВ (1.02.1929, Асанкасси). "Аврора" колхозра трактористра ĕçленĕ. Механизатор пур ĕçе те чун туртнипе пурнăçланă. 1982 çулта ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.
Анатолий Трофимович КУЗНЕЦОВ (1929, Патирек). Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех "Искра" колхозра тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. 1981 çулта ăна "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чыс тунă.
Валентин Иванович КУЗНЕЦОВ (4.10. 1940, Патирек). Ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра тракторист пулса ĕçленĕ. 1977 çулта ăна "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят панă.
Федор Александрович КУЗНЕЦОВ (23.06.1936, Кахăрлă Шăхаль). Ĕмĕрĕпех "Правда" колхозра трактористра ĕçленĕ. Афган вăрçинче паттăррăн пуçне хунă Валерий Федорович Кузнецов воин-интернационалистăн (1981) ашшĕ. 1980 çулта "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ят панă. Шел, вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.