10 октября 2012 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ культурăпа кану центрĕнче шашкăлла выляс енĕпе район турнирĕ иртнĕ. Хăйсен ăсталăхне, çаврăнуçăлăхне организацисен, предприятисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен, шкулсен командисем кăтартнă. Турнир икĕ ушкăна пайланса пынă.
Çитĕннисем хушшинче район чемпионĕ ятне Василий Денисов тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Владимир Федоровпа Иван Старшов.
Шкул ачисен ушкăнĕнче малти вырăнсене Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 11 класра ăс пухакан Михаил Васильев, 8 класри Максим Иванов, 9 класри Петр Васильев тухнă.
Çĕнтерÿçĕсене Дипломсем, хаклă парнесем парса чысланă.