Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрешлĕ çурт – ял илемĕ

10 октября 2012 г.

ВАСКАМАСĂР ял урамĕпе утатăп. Сулахай енче те, сылтăмра вырнаçнă çуртсене, пахчасене сăнатăп. Тĕрлĕрен пурăнакансем пур: пĕрисен кил-çурт таврашĕ тирпейлĕ, илемлĕ, теприсен тасалăхĕ те курăнмасть, анчах çурчĕ чун-чĕрене ăшăтать.

Мĕнле тетĕр-и; Пÿрт çамкине, чÿрече хашакĕсене эрешлесе касса илемлетнĕ, тĕрĕ çине тĕрĕ ÿкернĕ. Куç илмесĕр пăхас та пăхас килет çакнашкаллисем çине. Шел, анчах вĕсем çулран-çул сахалланса та сахалланса пыраççĕ. Асаттесемпе кукаçейсем ăсталанă юмахри пек çуртсем хăйсен илемлĕхне çухатаççĕ. Вĕсем вырăнне вара сайдингпа, пластикпа çапнисем хушăнсах пыраççĕ. Йывăç хăмасене сÿтетпĕр те, ĕçĕ те пĕтрĕ. Мĕнех калайăн ĕнтĕ, сайдинга, пластика хăмана сăрланă пек, икĕ-виçĕ çулта пĕрре сăрласах тăмалла мар. Тен, çавăнпах пулĕ чун-чĕрене ăшăтмаççĕ вĕсем, ăмсанмалли, тĕлĕнмелли куçсемпе пăхтармаççĕ.

"Ял çĕнелет", – тетпĕр. Çапла-ха та... Анчах илемленет тесе калассăм килмест. Çуртсем тĕксĕммĕн, каçарăр та, тăлăххăн курăнаççĕ. Чÿречесем те йăл кулса пăхмаççĕ. Çук, çĕнелсе пыракан пÿртсене хурламастăп, асаттесемпе кукаçейсем алă вĕççĕн пурнăçланă ĕçĕ çухалса, манăçа юлса пыни шухăшлаттарать. Сăнаса пăхар-ха касса тĕрĕленĕ пĕр-пĕр чÿрече хашакне. Миçе авăнчăк, миçе шăтăк, миçе карт; Унран та ытларах вĕсенче платниксен ăшри туйăмĕ, юратăвĕ сăнланнă. Калама кăна вĕт, виçĕ-тăватă чÿрече, вĕсен хашакĕсен тĕрри-эрешĕ пур те пĕр пек. Тепĕр 10-15 çултан çак илем веçех çухалма та пултарать. Тĕрĕ çине тĕрĕ, эреш çине эреш касса илемлетнĕ çуртсене малашне кивĕ сăн ÿкерчĕксем çинче кăна курăпăр. Çĕнĕ ăру, килекен ăру, вара алла пăчкă, пуртă, пăра тытса тĕрĕ-эреш касмастех пулĕ; Вĕсем валли курса вĕренмелли юлмасть-çке.

Çакна та асăнсах хăварас килет, 10-15 çул каялла шкулсенче "Ĕç" урокĕсем пулнă. Вĕсенче, вăтам классенче, арçын ачасене алла пăчкă, сава, мăлатук тытма хăнăхтарнă, хĕр ачасене вара тĕпелте ĕçлеме вĕрентнĕ. Халĕ вара "Технологи" урокĕнче мĕне вĕрентеççĕ-ши; Çĕнĕлле пурăнма-ши; Арçын ачасене платник ĕçне хăнăхтарсан тем пекехчĕ те. Ял çыннин куллен пĕр пăта çапма тивет-çке, унсăрăн ниепле те май çук. Енчен те вăл ĕлĕкхилле тĕрĕ-эреш касма пултарсан – чăн-чăн ылтăн алăллă ăста пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика