Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – елчĕксен энциклопедийĕнче

10 октября 2012 г.

СИПЕТЛĔ те тивлетлĕ Шăмăршă тăрăхĕ сахал мар ĕçчене пурнăç парса анлă çул çине кăларнă. Хальхи вăхăтра кирек ăçта ĕçлесе пурăнсан та вĕсем тăван тăрăх ятне яланах çÿлте тытаççĕ. Эпир вĕсене, тен, пĕлсех те каймастпăр пулĕ. Шутласан, ун пеккисем сахалах та мар иккен. Акă, нумаях пулмасть Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕпе паллашма тÿр килчĕ. Çак ĕмĕрлĕх кĕнекене пирĕн районта çуралса ÿснĕ çынсем те кĕрсе юлнă. Вĕсенчен пĕри – О.Васильева.

Ольга Георгиевна 1948 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Палтиелĕнче çуралнă, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Алла диплом илсен вăл 1970-1972 çулсенче Васанти вăтам шкулта ачасене математикăна вĕрентнĕ, 1972-1973 çулсенче Палтиелĕнчи вăтам шкулта ĕçленĕ. 1979 çултанпа О.Васильева Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă. Ольга Георгиевна 1972 çулта "Çулталăк учителĕ" конкурса та хутшăннă. Пирĕн ентеш 1974 çулта РСФСР вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕн ятне те тивĕçнĕ.

Энциклопедири тепĕр ят – Н.Емельянова. Нина Петровна 1958 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Нина Петровна та педагог. Вăл 1982 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра пирĕн ентеш Елчĕк районĕнчи Яманчурелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта ĕçлет. Хăй ĕçĕнчи ăста специалист вăл. Ахальтен мар ăна 2004 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Анат Чаткасра 1956 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче çуралнă Л. Клементьева та елчĕксен энциклопедине кĕрсе юлнă. Люда (кĕнекере çакăн пек. – Авт.) Александровна – медицина ĕçченĕ. 1973 çулта, Палтиелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, 1980-1981 çулсенче Çĕнĕ Шупашкарти хула больници çумĕнчи ординатурăра пулнă. 1981-2001 çулсенче ентешĕмĕр – Елчĕкри районти тĕп больницăн врач-терапевчĕ, 2001 çулхи апрельтен – тĕп врачĕ. Люда Александровнана 2006 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят панă. Чăннипех савăнатпăр çакнашкал маттур ентешĕмĕрпе.

Ю.Родионова та – пирĕн ентеш. Юлия Николаевна 1941 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ. Вăл та çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе суйласа илнĕ: Канашри педагогика училищинче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри ВЛКСМ райкомĕн инструкторĕ, пай пуçлăхĕ, иккĕмĕш секретарĕ те пулнă вăл, 1968-1970 çулсенче – Елчĕкри "Солнышко" ача сачĕн заведующийĕ, 1970-1985 çулсенче – Елчĕкри роно инспекторĕ тата профсоюз райкомĕн председателĕ. 1986-1990 çулсенче ентешĕмĕр Шупашкарти 38-мĕш шкулта ĕçленĕ, 1991 çултанпа – 18-мĕш вăтам шкулта. Юлия Николаевнана РСФСР Вĕрентÿ министерствин, Казах ССР коммунистсен партийĕн Хисеп грамотисемпе, "Социализмпа ăмăрту çĕнтерÿçи" паллăпа наградăланă.

Г.Теренинана та елчĕксем хăйсен энциклопедине кĕртнĕ. Паллах, ахальтен мар – чăннипех тивĕçлĕ. 1958 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Шамкайра çуралнă вăл. 1975 çулта Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Кайран – чăваш патшалăх университечĕ. 1989-1993 çулсенче Галина Пантелеймоновна Лаш Таяпари вăтам шкулта директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, 1993-1999 çулсенче шкул директорĕ пулнă, 1999 çултанпа – математика учителĕ.

Галина Пантелеймоновнана ял çыннисем Лаш Таяпа ял Совечĕн депутачĕ (1993-1997), ял поселенийĕн депутачĕ (2005) пулма та суйланă. Ентешĕмĕр – Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Вăл РСФСР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.

А.Урков çинчен те вуласа пĕлме кăмăллă пулчĕ. Вăл та – пирĕн ентеш, 1960 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăра çуралнă. Елчĕксемшĕн вăл йĕрке хуралçи пек паллă.

Александр Витальевич 1978-1980 çулсенче Совет Çарĕсен Германинчи ушкăнĕнче службăра тăнă, 1986 çулта Саратоври Д.Курский ячĕллĕ юридици институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1986-1987 çулсенче вăл Елчĕк районĕн прокурорĕн стажерĕн пулăшуçи, 1987-1992 çулсенче прокурор пулăшуçи пулнă, 1997-1997 – прокурор. 1997-2005 çулсенче ентеш Чăваш Республикинчи тата Елчĕк районĕнчи право хуралĕн органĕсенче тĕрлĕрен яваплă должноçсенче ĕçленĕ. 2006 çултанпа – Елчĕк районĕн администрацийĕн юрисчĕ – управлени начальникĕн çумĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика