Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăравлаççĕ-и? Асăрханăр...

10 октября 2012 г.

ГРАЖДАНСЕНЕ мĕнле кăна улталамаççĕ! Паян кашнин телефон пур та – ют укçана хапсăнмалли çĕнĕ мелсем çуралчĕç. Телефонпа усă курса улталасси чăннипех анлă сарăлчĕ. Ултавçăсем çынсене шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ, нумай чух явап тытмаççĕ.

Çынсене кĕсье телефонĕ çине СМС тата e-mail ярса парса банк карточкине блокировка туни çинчен пĕлтереççĕ, хăйсене шăнкăравлама сĕнеççĕ. Çакнашкал пĕлтерÿ илнĕ çын хайхи çыру авторне шанса шăнкăравларĕ тĕк – линин тепĕр вĕçĕнчи шанăç кÿрекен сасă карточка реквизичĕсене тĕрĕслемелли пирки калать, карточка номерне, CVV - (хăрушсăрлăх кочĕ. Вăл карточкăн тÿнтер енче) е PIN-код, вăрттăн ытти информацие ыйтать.

Ултавçăсене çак информацие пĕлтерсен карточка хуçи хăйĕн укçине çухатма пултарать. Çавăнпа та кунашкал çырусем илсен кăтартнă телефон номерĕсемпе шăнкăравлама юрамасть. Ун вырăнне çийĕнчех "хĕрÿ лини" телефонĕпе шăнкăравлăр, ăна та банк карточки çине çырнă. Е банкăн çывăхри офисне хăвăр çитме ан ÿркенĕр.

Кунсăр пуçне юлашки вăхăтра мобильнăй банкинг (банксен мобильнăй хатĕрсем урлă on-line мелĕпе укçа куçармалли пулăшу ĕçĕсем) паролĕсемпе те час-часах усă курма пуçларĕç. Мобильнăй банкинг паролĕсем вара – сирĕн вăрттăн информаци.

Нихăçан та çапла тума юрамасть:

– карточка номерне, CVV- е PIN-кода никама та ан пĕлтерĕр;

– никама та, çав шутра банк сотрудникĕсене те хăвăрăн парольсене ан калăр;

– пĕр хут усă курса çирĕплетмелли парольлĕ СМС-пĕлтерÿ çырнă кĕсье телефонне çухатрăр-тăк сирĕн пĕр тăхтамасăр хăвăрăн çыхăну операторĕпе çыхăнмалла, SIM-картăна блокировка тумалла.

Асра тытăр! Хăвăрăн карточка номерĕпе, CVV- (хăрушсăрлăх кочĕ) е PIN-кочĕпе çыхăннă кăтартусем, on-line мелĕпе усă курмалли парольсем вăрттăн информаци шутланаççĕ, сирĕн вĕсене никама та пĕлтермелле мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика