13 октября 2012 г.
Кĕркунне. Кайăксем ăшă енне вĕçсе кайрĕç ĕнтĕ. Йывăçсем те хăйсен капăр тумне хываççĕ, çулçăсем хуллен çаврăнса çĕр çине ÿкеççĕ. Пахчасенче, вăрманта пĕртен-пĕр çырла (пилеш) кăна юлчĕ, вăл та пулсан йÿçĕ. Апла пулсан та тавралăха илем кÿрсе ларать. Ура айĕнчи çулçă чăштăр-чăштăр тăвать. Çил ăна çĕклесе тепĕр çĕрелле хăвалать, пĕр-пĕринпе тытмалла вылянăнах курăнать.
Сап-сарă çулçă унта та, кунта та сапаланать. Сарă кавир сарса тухнă тейĕн. Мĕн каламалли пур – илемлĕ. Анчах ял урамĕсене капăрлатмасть çакă, çÿп-çап пек курăнать. Çавăнпа та ăна шăлса, пуçтарса кайса тăкмалла. Ку ĕçе пурин те пурнăçламалла. Тасалăхпа тирпейлĕх çинчен яланах асра тытмалла. Йĕпе-сапа пуçланиччен, хĕл лариччен кашни çыннăн хăй пурăнакан çурт-йĕр таврашне çÿп-çапран тасатса хăвармалла. Паянхи ĕçе паян пурнăçламасан, кайран пур пĕрех ăна хамăрăнах тумалла. Çÿп-çапа вара çырма-çатрана, ял хĕррине мар çÿп-çап тăкма палăртнă вырăна илсе тухмалла. Çакна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен сăнаса-пăхса тăмалла. Ял пуçлăхĕсене çÿп-çап тăкма урамсенче çынсем валли тележкăсем ларттарма сĕнес килет. Паллах, хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче контейнерсем вырнаçтарнă-ха. Вĕсене вырнаçтарман ялсенче мĕн тумалла; Çакăн пирки пуçлăхсем шутлаççĕ-ши;
Йывăç-тĕм лартмалли уйăхлăх вĕçленесси те нумай юлмарĕ. Ку тапхăрта палăртнă ĕçсене те туса ирттермелле. Кил-çурт таврашĕсене, çырма-çатрана, урамсене йывăçсем лартсан тавралăх татах та илемленĕччĕ. Ялсенче аллейăсем е парксем йĕркелесен тата та аван пулĕччĕ.
Ĕнер Шăмăршăра субботник туса çулçăсене, çÿп-çапа пуçтарчĕç. Организацисенче, предприятисенче, учрежденисенче вăй хуракансем пурте хастар ĕçлерĕç. Çавăн пекех йывăçсем те лартса хăварчĕç.